Паян Çĕрпÿ районĕнче республикăн Уй кунĕ иртрĕ. Аграрисен республикăран тата тулашран пуçтарăннă представителĕceм ял хуçалăх культурисен, техникипе оборудованийĕн, минерал удобренийĕceн, хими им-çaмĕн, агропромра усă куракан ытти ресурсăн куравĕ иртрĕ.
Кăçал «Агростартап» патшалăх грантне 35 фермер тивĕçнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 16 фермер счечĕ çине 60,8 миллион тенкĕ куçнă. Халĕ 19 фермерпа килĕшÿ тăваççĕ. Тÿлев çак эрне вĕçĕнче çитмелле. Укçа калăпăшĕ – 59,2 миллион тенкĕ.