Кун хыççăн кун

25 Ака, 2024

Асăрханăр: ултавçăсем ОМС полисĕпе хăйсен схемисенче усă кураççĕ!

Чăваш Республикин медицинăри ятарлă страховани территори фончĕ регион çыннисене ОМС полисĕпе çыхăннă ултавçăсен çĕнĕ схеми пирки хыпарлать. Вĕсем мĕнле «ĕçлени», шăнкăравласан мĕн тумалли пирки каласа кăтартăпăр.

Юлашки вăхăтра страхланнă çынсем патне ултавçăсем шăнкăравлани паллă. Хăйсемпе территори фончĕн ОМС е медицина организацийĕн ĕçченĕ, департамент е сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕ тесе паллаштараканскерсем ОМС полисне улăштармалли пирки калаççĕ.

19 Ака, 2024

Паян И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем пулас журналистсемпе тӗл пулчӗҫ

Студентсем журналистсене тимлӗ итлерӗҫ, хӑйсене кӑсӑклантаракан темӑсене хускатса ҫивӗч ыйтусем пачӗҫ. Ҫакнашкал тӗлпулусем ирттерни ҫамрӑксене професси суйлама та пулӑшӗ.

13 Ака, 2024

Паян Шупашкарта Чӑваш Республикине тӗрлӗ енлӗн аталантарассипе стратеги сессийӗ иртрӗ

Унта республика ертӳҫи Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч  ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине, 2020-2025 ҫулсенчи программӑпа килӗшӳллӗн мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртрӗ Олег Алексеевич.
Кунта паян экономикӑн, транспортӑн, промышленноҫпа энергетикӑн, АПКн тӗрлӗ отраслӗпе ҫыхӑннӑ проектсемпе, малашне пурнӑҫлама палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ.

13 Ака, 2024

Патăрьел тӑрӑхӗнче "Чӑваш пики-2024" конкурс иртнӗ

Конкурса Пӑлапа Юхма тӑрӑхӗнче пурӑнакан 8 хӗр упраҫ хутшăнма кӑмӑл тунӑ. Хӗрсем тӑван халӑх йӑли-йӗркине пӗлнине, ҫаврӑнӑҫуллӑ та ӑслӑ, юрра-ташша ӑста пулнине кăтартса панӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Пӑлапуҫ Пашьел хӗрӗ Анастасия Бахитова тивĕçнӗ.

www.hypar.ru 

8 Ака, 2024

Инфляци çинчен чӑвашла

Ҫӗнӗ хыпарсенче хаксем ҫинчен каласа панӑ чух халиччен илтмен терминсем часах пулаҫҫӗ. Мӗн-ши вӑл инфляци? Вӑл мӗнле пулма пултарать? Мӗн-ши вӑл "инфляцие таргетлани"? Ҫакӑн ҫинчен наци чӗлхипе "Инфляци словарӗ" ятлӑ проект пирки Чӑваш Республикин Раççей Банкĕн уйрӑмӗнче ӗҫлекен эксперт каласа парать.

www.hypar.ru

Pages