Паян Шупашкарта Чӑваш Республикине тӗрлӗ енлӗн аталантарассипе стратеги сессийӗ иртрӗ

13 Ака, 2024

Унта республика ертӳҫи Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч  ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине, 2020-2025 ҫулсенчи программӑпа килӗшӳллӗн мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртрӗ Олег Алексеевич.
Кунта паян экономикӑн, транспортӑн, промышленноҫпа энергетикӑн, АПКн тӗрлӗ отраслӗпе ҫыхӑннӑ проектсемпе, малашне пурнӑҫлама палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ.

"Чӑваш Ен Раҫҫейре чи лайӑх регионсен шутӗнче, пуриншӗн те тӗслӗх пулмалла. Енчен те ҫурт ҫӗклетпӗр пулсан - вӑл чи чапли пултӑр",- ҫапла палӑртрӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. 

"Юлашки ҫулсенче республикӑра туризм аталанни куҫ кӗрет. Промышленноҫ туризмне аталантарассин пилотлӑ проектне пурнӑҫа кӗртессипе - РФ регионӗсен хушшинче Чӑваш Ен 8-мӗш вырӑнта", - палӑртрӗ ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов. 

Лена АТАМАНОВА.

www.hypar.ru 

Комментари хушас