Шупашкарта хула клиника центрĕ уçăлчĕ
Паян Шупашкарти кăнтăр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хулари клиника центрĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çак ятпа кунта тăрăшакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов саламларĕç.