Archive - 25 Ака, 2024

25 Ака, 2024

Кил-çурт, хушма хуçалăх 16 (1273) № 25.04.2024

♦ Пахчари хыт курăка (цикори) мĕнле пĕтермелле?

♦ Йывăç çимĕç памасан мĕн тумалла?

♦ Пыйтă-сăвăсран сыхланатпăр

♦ Кĕл - удобрени вырăнне

♦ Калча пăнтăхсан мĕн тумалла?

♦ Пахчара кăткă йăрансенче йăва туса чăрмантарсан...

25 Ака, 2024

Асăрханăр: ултавçăсем ОМС полисĕпе хăйсен схемисенче усă кураççĕ!

Чăваш Республикин медицинăри ятарлă страховани территори фончĕ регион çыннисене ОМС полисĕпе çыхăннă ултавçăсен çĕнĕ схеми пирки хыпарлать. Вĕсем мĕнле «ĕçлени», шăнкăравласан мĕн тумалли пирки каласа кăтартăпăр.

Юлашки вăхăтра страхланнă çынсем патне ултавçăсем шăнкăравлани паллă. Хăйсемпе территори фончĕн ОМС е медицина организацийĕн ĕçченĕ, департамент е сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕ тесе паллаштараканскерсем ОМС полисне улăштармалли пирки калаççĕ.