www.hypar.ru

19 Ака, 2020

Асăрхăр: акци! «Хыпар» издательство çурчĕн хаçат–журналне йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ

«Хыпар» издательство çурчĕн хаçат–журналне 2020 çулăн иккĕмĕш çурри валли апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен йӳнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр. Пирĕн кăларăмсене почта уйрăмĕсенче тата почтальон урлă çак хаксемпе çырăнтараççĕ.

17 Ака, 2020

Олег Николаев: «Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр»

Хаклă юлташсем!

Чăваш Республикинчи православи христианĕсене Мăнкунпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ кăçал, шел те, ăна унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймĕпĕр, пирĕн килте пулма тивĕ — çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ.

Pages