Комментари хушас

11 Утă, 2022

«Тумхахлă» адрессем: Шăхасан — Калинино, Граждан урамĕ...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ: «Атăл» çыхăну батальонĕн çар служащийĕсен çемйисене 200-шер пин тенкĕ тӳлеме йышăннă.

Çулсем тăвас ĕçе те васкатмалла. Республикăри икĕ объект тавра калаçу пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, «Шăхасан — Калинино» çулăн 12,3 километр сыпăкне тумашкăн «Волгадорстрой» компанипе 2019 çулта килĕшӳ тунă. Ĕçсен хакне 323 миллион тенкĕлĕх палăртнă. 220 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, анчах саккасçă 102 миллион кăна тӳленĕ. Сăлтавĕ — ĕçсен технологине пăсни. Пĕлтĕр çул тăвакансем ĕçсен пĕр пайне çанталăк сивĕтсен пурнăçланă-мĕн. Çул никĕсне шăнма ĕлкĕрнĕ хăйăр хывнă. Апла тума юраманни çинчен вĕсене асăрхаттарнă — пурпĕр малалла ĕçленĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă — ăшăра хайхи хăйăр ирĕлнĕ, çул пусăрăннă. Саккасçă суда тавăç тăратнă, «Волгадорстрой» та парăнасшăн мар — тӳлемен укçана суд урлă шыраса илесшĕн. Судсемпе çыхăннă ĕç-пуç, министр шучĕпе, кăçал вĕçленмелле, çула туса пĕтересси вара, тата 118 миллион тенкĕлĕх ĕç, 2023-2024 çулсене юлать. Путрашуллă çак лару-тăрура строительствăна укçа хывма та çук, шăтăк-путăка сапланипех çырлахма тивет.

Олег Николаева ку тивĕçтермерĕ. Вăл министра аса илтерчĕ: эсир судсемпе çыхăннă тавлашу вĕçленесси çинчен пĕлтĕрех каланăччĕ... Владимир Осипов çакна тунмарĕ, анчах судлашасси, ав, «тавра çулпа» аталанса кайнă... Олег Алексеевич шучĕпе, чрезвычайлă лару-тăру режимĕпе усă курма пулать — ун чухне ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе хайхи судлашусем те чăрмав пулмĕç. Вăл «Шăхасан — Калинино» çул сыпăкне çитес çул туса пĕтерме хушрĕ.

Кăмăлсăр калаçу çуратнă тепĕр об±ект — Шупашкарти Граждан урамĕн реконструкцийĕ. Владимир Осипов ку ĕçсене пурнăçлама «Дорисс» обществăпа 2020 çулхи раштавра килĕшӳ тунине палăртрĕ. Çул тăршшĕ — 2,7 километр, реконструкци хакĕ — 980 миллион тенкĕ. Ĕçсене кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине палăртнă. Хальлĕхе «Дориса» аванс шучĕпе 781 миллион тенкĕ куçарса панă, ĕçсене вара 430 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Çулăн сылтăм енĕпе ку кăтарту 80% танлашать, сулахай енĕпе — 50% çеç. Вырăн-вырăнпа асфальт та хума пуçланă. Вырсарникун кăна 650 тонна асфальт йышăннă.

Владимир Осипов ĕçсен хăвăртлăхĕ тивĕçтерменнине палăртрĕ. Çакă ĕçе явăçтаркан çынсен шучĕ палăртнинчен пĕчĕкреххипе те çыхăннă. Çавăнпа вăл ĕç вăхăтне ирхи 7-рен тытăнса каçхи 20 сехетчен тăсма ыйтнă. Анчах строительство организацийĕн ертӳлĕхĕ ĕçлекен çынсем çитменни пирки калать-мĕн. Çакна шута илсе министр черетлĕ аванс куçарассине те хайхи ĕç вăхăтне тăсиччен тытса тăма сĕннĕ. Çийĕнчен çĕнĕрен те çĕнĕ сетьсемпе линисем «тупăнни» ура хурать. Вĕсене малтан палăртман — проекта çав ĕçсене кĕртсе линисене куçарма тивет. Ку вара хушма тăкаксемпе çыхăннă, вăхăта та илет. Владимир Михайлович шучĕпе, об±ектри ĕçсене кăçал вĕçлеме пулать. Енчен те — территорие тирпейлессипе-хăтлăлатассипе çыхăннă ĕçсене каяраха хăварсан.

Олег Николаев Граждан урамĕнчи ункă çул çурла уйăхĕнче ĕçлесе кайма пултарассипе уйрăммăн кăсăкланчĕ. Çук, пулчĕ хурав, юпа уйăхĕн вĕçĕнче кăна... Регион ертӳçи палăртнă тăрăх, çакнашкал пысăк ĕçсем чăрмавсăр пулма пултараймаççĕ — çынсен çакна ăнланмалла. «Хирургсем калашле, пĕрре касатпăр та — кайран тата операци тумалла ан пултăр. Кунта та çаплах: тĕплĕ тăвар — çынсем нумай-нумай çул усă курмалла пултăр».

www.hypar.ru
 

Рубрика: