Комментари хушас

11 Çурла, 2023

Патшалăх спорт хăвачĕпе те вăйлă

Эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çурчĕн купол залĕнче хăйсен пурнăçне спорта халалланă çынсене патшалăх тата ведомство наградисене парса хавхалантарчĕ.

Вĕсене çапла чысласси харăсах икĕ пулăмпа çыхăннă — физкультурăпа спорт сферинчи управлени органĕсене туса хунăранпа 10 çул çитнипе тата Физкультурник кунĕпе. Олег Николаев палăртнă тăрăх, спорт пĕлтерĕшĕ пирĕн çĕршывра яланах пысăк пулнă. Калăпăр, ГТОнах илер. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнăскер, çак комплекс ытти тĕллеве пурнăçланипе пĕрлех çынсене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме те хатĕрленĕ. Темиçе çул каялла çĕнĕрен вăй панă ГТО халь те çав тивĕçе ăнăçлă пурнăçлать, мĕншĕн тесен «спорт хăюлăха, кăмăл çирĕплĕхне туптать».

Олег Алексеевич республикăра юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ. Тренерсене пулăшас, массăллă спорта аталантарас, çав вăхăтрах пысăк çитĕнÿсен спортне вăй парас тĕлĕшпе те кăтартусем курăмлă. Пирĕн 261 ентеш паян Раççейĕн спортăн виçĕ теçетке ытла тĕсĕпе йĕркеленĕ пĕрлехи командин йышĕнче. Çакă та, иккĕленмест регион ертÿçи, чикĕ мар — асăннă йыша тата пысăклатма майсем пур.

Инфратытăм пирки каланă май вăл Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцийĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Юхăнма пуçланă çак объектăн çĕнелессе вăрах кĕтме тивнĕ. Тинех — е кăçал çулталăк вĕçĕнче е çĕнĕ çул пуçламăшĕнче — уçăлĕ. «Тĕнче шайĕнчи ăмăртусем ирттермелли спорт площадки пулĕ», — шантарчĕ Олег Алексеевич. «Волга» кăна мар, ытти спорт объекчĕ те пулĕ. Вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче 39 стадион — çав шутра пысăккисем те, пĕчĕккисем те — хута каясси çинчен пĕлтерчĕ. «Республика шайĕпе пĕчĕк курăнакан стадион та уйрăм ялшăн питĕ пысăк тата тахçантанпах кĕтнĕ пулăм», — терĕ Олег Николаев.

Анчах инфратытăм хăй кăна тивĕçлĕ кăтартусем кÿмест, спортри çитĕнÿсене тăвакансем — çак зала пухăннисем. Наградăсене тивĕçнисен йышĕ самай пысăк — республика Пуçлăхĕ кашнине тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вĕсен хушшинче Чăваш Енре кăна мар, Раççей, тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнисем те пур. Валерий Львов, Алексей Соловьев, Валерий Краснов, ыттисем — вĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр.

Паллă тренер Владимир Краснов, Раççей спорт министрĕн Тавне тивĕçнĕскер, хăйне наградăланине «эпир те çав-çавах кирлине çирĕплетни» вырăнне хурса хакларĕ. 75 çулти тренер, чылай ентеше маунтинбайк енĕпе тĕнче шайĕнчи пысăк çĕнтерÿсен шайне çĕкленĕскер, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене аса илчĕ. Ун чухне йывăр пулнă, апла пулин те Раççей хăй вăйлине тĕнчери тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерсе çирĕплетнĕ: «Спорт аренисенче çĕршыв гимнĕ янăрать тĕк, эппин, Раççей пур, патшалăх хăватлă та вăйлă».

www.hypar.ru Фото cap.ru
 

Рубрика: