Комментари хушас

19 Юпа, 2023

Ачасене пулăшассишĕн

Пензăри федерацин Чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн центрĕн спецалисчĕсем Республикăри ача-пăча клиника больницинче сипленекен ачасен тĕлĕшпе канаш панă.

Республикăри ача-пăча клиника больницинчи кардиологсем консультаци илме чĕре чирĕпе нушаланакан пĕчĕк пациентсене суйлаççĕ. Çавна май пĕрле канашласа диагноз лартаççĕ, операци тăвас е хушма консультаци илес ыйтăва татаççĕ. Икĕ клиника 10 çул ытла çыхăну тытнине каласа хăвармалла. Çакăн тĕп тĕллевĕ — чире вăхăтра палăртасси тата операцие ярасси. Ку хутĕнче федераци центрĕн специалисчĕсем 58 ачана тĕрĕслесе консультаци панă. Вĕсенчен 10-шне операци тума палăртнă, 12-шне тĕплĕ тĕрĕсленмешкĕн кардиоцентра чĕннĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: