Комментари хушас

3 Чÿк, 2023

Ял хуçалăх ĕçченĕсене — чыс та мухтав!

Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне уявласси паян ирхине Правительство çуртĕнче пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК представителĕсен пысăк ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларӗҫ.

Наградăсене тивĕçнисен йышĕнче — механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, тирпейлекен предприятисен ĕçченĕсем... Вĕсене уяв ячĕпе саламланă май Олег Николаев агропромышленноç комплексĕн кăçалхи ĕçĕн кăтартăвĕсем савăнтарнине, тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнине палăртрĕ. Çак çитĕнӳсен никĕсĕнче — ял хуçалăхĕ çĕнĕ техникăпа пуянланни, çĕнĕ технологисене алла илни, патшăлăх ял хуçалăхĕн аталанăвне пулăшса пыни. Тата, паллах, ял çыннин тӳрĕ кăмăллă ĕçĕ.

Олег Алексеевич паянхи ăнăçлă ĕç малашнехи тата та пысăкрах çĕнтерӳсене никĕлессе шанни çинчен каларĕ, çак тĕллевпе регион мĕн пур ресурспа туллин усă курассине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: