Комментари хушас

9 Кăрлач, 2024

Галина Зотовăн хайлавĕсем çĕнĕ кĕнекере пичетленнĕ

Хĕрлĕ Чутай округĕнче пурăнакан Галина Зотова çак кунсенче бандероль илнĕ. Унта 7 кĕнеке, Хисеп хучĕ тата хайлавне пичетлени çинчен свидетельство чикнĕ.

«Новые имена – 2023. 21-й век» кĕнекере унăн «Дороги солдата» ĕçĕ кун çути курнă. Ăна Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче пурăннă, Палтайри вăтам шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ вăрçă ветеранне Константин Бельские халалланă. Кăкăр тулли наградăллă чăвашăн сăн ÿкерчĕкне те пичетленĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Герои Великой Победы» литература конкурсне 2015 çултанпа хутшăнать вăл. «Выстоял, чтобы победить» пĕрремĕш хайлавне Етĕрне тăрăхĕнчи Кăкшăмра çуралса ÿснĕ Мухтав орденĕн икĕ хут кавалерĕ Василий Анисимов çинчен çырнă. Унăн ĕçĕ 1916 çулхи кĕнекере кун çути курнă.

Хайлавĕсем конкурсăн 7 пуххинче пичетленнĕ. 2017 çулхи кĕнекене, сăмахран, «Песня в ночи перед наступлением...» хайлава кĕртнĕ. Унта 1943 çулта Курск пĕккинчи çапăçусем пуçланиччен чăваш радисчĕсем пĕр-пĕринпе паллашнине çырса кăтартнă.

«2019 çулта çĕнĕ номинаци хутшăнчĕ: тылри паттăрсем пирки. Пирĕн атте Вячеслав Александров, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, темиçе орден тата медаль кавалерĕ, Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ, ĕмĕр тăршшĕпе Етĕрне тăрăхĕнчи «Заветы Ильича» колхозра агроном, тĕп агроном, унтан колхоз председателĕ пулса ĕçлерĕ. Ачаллах тăлăха тăрса юлнă, ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă, унăн амăшне пулăшма фермăна ĕçлеме кĕме тивнĕ. Шăпах çавăнпа пирĕн аттене медальпе чысланă. Çав медале атте пуринчен ытларах хаклатчĕ. Ăна асăнса конкурса «Первая награда отца» ятлă ĕç ятăм. Вăл кĕнекере пичетленчĕ», — пĕлтерет автор.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: