Комментари хушас

28 Пуш, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 12 (1342) № 28.03.2024

Тĕрлĕ чечек ăсталать… зефиртан

Наталия Романова хатĕрленĕ чечек çыххисене илем кÿме вазăна лартмаççĕ, вĕсене… çиеççĕ. Ара, çеçкесене зефиртан ăсталанă-ха та. Тĕрĕссипе, пикен шедеврĕсене тутанма та шалккă. Çамрăк кондитерăн ăста аллисем кухньăра пылак пион, кĕлчечек, гортензи, хĕвел çаврăнăш, тюльпан тата ытти чечеке шăратса кăлараççĕ.

Ĕмĕтленнĕ пекех Зефиртан хатĕрленĕ чечек çыххине ним мар чăн-чăннипе пăтраштарăн. Хăшĕ-пĕри çакăн пек десерта парнелĕх йышăнсан савăта лартма васкать… Ку Наталийăн ăсталăхне сăмахсăрах кăтартать. Юратнă чун киленĕçĕпе аппаланма пуçлани иккĕмĕш çул çеç-ха, çапах вăл хăйшĕн пысăк çитĕнÿ тунă. Кондитер ĕçĕ ахальтен илĕртмен-тĕр çамрăк хĕрарăма, амăшĕ те çак профессие алла илнĕ-мĕн. Кун пирки Наталия ăнсăртран, нумаях пулмасть пĕлнĕ. «Хальхи вăхăтра аннем тăван ялта агрофирмăра пăрусем пăхать, кунсăр пуçне килти хуçалăха тытса пырать. Вăл пĕчĕк мар пирĕн, çывăх çынсем ĕнесемпе пăрусем тытаççĕ. Алла илнĕ профессипе анне кăштах çеç тăрăшнă-мĕн. Тепĕр тесен, эпĕ те кондитер ĕçне тÿрех пуçăнман…» — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ çамрăк хĕрарăм. Наталия Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă, ачалăхĕ вара Тăрăнра иртнĕ. Малтан вăл йăмăкĕпе Марианнăпа çитĕннĕ. Наташа 5 çулта чухне ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Вăхăт иртсен амăшĕ Тутарстанран Патăрьел районне ĕçлеме килнĕ Анатолий Аксаровпа паллашнă, каярахпа çемье чăмăртанă. Пурăна киле çĕнĕ кайăксем вĕçсе çитнĕ: Наталийăпа Марианнăн пĕр йăмăкпа икĕ шăллĕ çуралнă. Асли кĕçĕннисемшĕн явапли пулнă темелле. «Аслă йăмăк халĕ 21 çулта. Иккĕмĕш йăмăк Таня Патăрьелти 1-мĕш шкулта — 7-мĕш класра, шăллăм Матвей 1-мĕш класра вĕренеççĕ. Чи кĕçĕнни Егор ача садне çул такăрлатать. Тăван мар атте пире лайăх пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе кăларнă, ура çине тăма пулăшнă. Нихăçан та вăрçман, алă çĕклемен. Манăн ачасем ăна кукаçи тесе чĕнеççĕ. Тăван аттепе вара вуçех хутшăнмастпăр. 9-мĕш класс хыççăн эпĕ Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕтĕм, медсестра про¬фессине алла илме хатĕрлентĕм. Шкулта ăс пухнă чухне биологи килĕшетчĕ те… Хреснанне акушеркăра вăй хуни те, медицинăра ĕçлекен тăвансем пурри те шурă халат тăхăнма витĕм кÿчĕç пуль», — калаçăва малалла тăсрĕ Наталия. Хулара хĕр студентсен общежитийĕнче пурăннă. Кун хыççăн кун вĕренÿре иртнĕ май Наталийăн аслă пĕлÿ илсе тухтăр пулас шухăш та çуралнă. Анчах пулас упăшкипе паллашнă хыççăн планĕсем улшăннă. Пĕр-пĕрне хĕрпе каччă интернетра, паллă социаллă сетьре тупнă. Пĕррехинче палламан яш Наталийăна пуш уйăхĕн 8-мĕшĕпе саламласа çырса янă та… Пике вара ун çырăвне тимлемен, хуравламан. Йĕкĕт пĕрех алă усман, килĕштернĕ хĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕсем айне «лайксем» пусса тухнă. Çапла хутшăнма пуçланă та вĕсем. «Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштертĕмĕр. Вадим манăн çын пулнине пĕрремĕш тĕлпулурах туйрăм. Кăмăлĕ те ырă, сăн-сăпачĕ те чипер. Кунсăр пуçне тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант пурччĕ. Эпĕ лутра мар, 170 см, çавна май мăшăр хамран çÿллĕрех пултăр тесе ĕмĕтленеттĕм. Кун пирки аннене те каланăччĕ. Вадим манран çÿллĕрех пулнăшăн чăннипех савăнтăм. Пирĕн хутшăнусем хăвăрт аталанчĕç — хĕрпе каччăлла икĕ уйăх çÿренĕ хыççăн тара тытнă хваттерте пĕрле пурăнма пуçларăмăр. Тĕрĕссипе, Вадимра эпĕ шит чухлĕ те иккĕленмерĕм. 4-мĕш курсра манăн çие юлчĕ, анчах вĕренĕве татмарăм. Хăнасене туй кĕрекине пуçтартăмăр. Пирĕн хĕр пĕрчи, Милана, çуралчĕ. Çапла 18 çулта амăшĕ пулса тăтăм. Хам занятисене кайнă чухне ачапа упăшка юлатчĕ, Милана валли кăкăр сĕтне суса хăвараттăм. Çăмăл марччĕ паллах. Юрать, хăш-пĕр преподаватель лару-тăрăва ăнланатчĕ. Мăшăр ун чухне Мускавра вахтăпа стройкăра вăй хуратчĕ, профессипе вăл — тракторист. Халĕ Шупашкарта сварщикре ĕçлет», — каласа кăтартрĕ Наталия. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


Ачасене историе юратма вĕрентет

…Класра шăп. «Шăна вĕçни илтĕнет», — тетпĕр кун пек чухне. Ачасем пурте тенĕ пек вĕрентекенрен куç илмеççĕ, вăл калакан кашни сăмаха ăша хываççĕ. Ара, мĕн тери кăсăклă каласа кăтартать-ха та Анастасия Леонидовна. Истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентекенскер учебникра мĕн çырса кăтартнипе çеç çырлахмасть. Историпе çыхăннă ребуссене, пуç ватмăшсене шĕкĕлчеççĕ ачасем, учитель йĕркелекен ытти вăййа хутшăнаççĕ. Нумай чухне хăйсем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Калăпăр, вăл е ку фараон пурнăçра мĕнле çын пулнă? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ентешсем те паттăрлăхпа палăрнă. Историре хальлĕхе уçман страница мĕн чухлĕ тата! Чунтан вĕрентсен, хăвăн предметна юратсан, ĕçе парăнса пурнăçласан — мĕн тери кăсăклă иккен вăл — истори предмечĕ! Хут çине çырăннă фактсемпе цифрăсемсĕр пуçне тата мĕн чухлĕ кăсăкли унта… «Кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр, — каласа кăтартрĕ Элĕк округĕнчи Тавăтри Борис Марков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕрентекен Анастасия Зарубина. — Пĕри, калăпăр, çырма юратать, тепри — вулама, виççĕмĕшĕ ларма-тăма пĕлмест… Кашнин валлиех тивĕçлĕ ĕç тупма, хушма пĕлмелле, хăвăн предметупа кăсăклантарма пултармалла. Çавăн чухне кăна пулать ăнăçу».

Асрах пĕрремĕш урок

Анастасия Леонидовна çак тĕллеве пурнăçланă темелле. Ахальтен мар ăна вĕрентекенсем те хисеплеççĕ, вĕренекенсем те кăмăллаççĕ. Ăнăçу çулĕпе утнине пулах кăçал республикăри «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса хутшăнмашкăн тивĕçнĕ вăл. Малтанах округ шайĕнче çĕнтернĕ, унтан Элĕксен чысне республика шайĕнче хÿтĕленĕ. Мĕнех, пултаруллă та хастар çамрăк вĕрентекенпе çывăхарах паллашар-ха. Анастасия Леонидовна Элĕк округĕнчи Тукач ялĕнче виçĕ ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ял округ центрĕнчен инçех вырнаçманнипе Тукачсем шкула Элĕке çÿренĕ. Унта вара истори предметне Эдуард Волков вĕрентнĕ. Анастасия юратнă вĕрентекен çулне суйланă, шкулпа сыв пуллашма вăхăт çитсен вăл педагогика тĕнчипе паллашма васканă. Малашлăх пирки нумай шухăшламан, иккĕленмен çамрăк. Тĕрĕсрех, пачах та иккĕленмен. 2011 çулта вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки пулса тăнă. Çунатлă çамрăклăх! Çак вăхăта ырăпа аса илмен çын пур-ши? Лекцисемпе семинарсем, практика занятийĕсем, сессисем, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕ… Пĕрремĕш курсра ăс пухакансем валли йĕркелекен «Перловка» уйрăмах асра юлнă студенткăн. Юратнă предмета унта та кăмăлласах вĕреннĕ хĕр. Çĕнĕ историе, чикĕ леш енчи лару-тăрăва Евгений Касимовпа пĕрле уйрăмах çине тăрса тĕпченĕ. Анчах вăхăт шăвать, кирек мĕнле лайăх тапхăр та хыçа юлать. Алла диплом илнĕ хыççăн Анастасия Леонидовна тăван тăрăхах таврăнма кăмăл тунă. 2019 çулта çамрăк специалиста Тавăт шкулĕн вĕрентекенĕсен коллективĕ хапăл тусах кĕтсе илнĕ. «Пиллĕкмĕш класс ертÿçи пулма шанчĕç мана, — вĕрентекенпе пĕрле пилĕк çул каяллахи тапхăра таврăнтăмăр. — Вун пилĕк ача куçран шăтарасла пăхса ларать. Пăлхантăм малтанах, паллах. Вĕсем мана кăсăклансах сăнаççĕ. Эпĕ вĕсемшĕн — çĕнĕ вĕрентекен. Мĕн кĕтмелле манран? Мĕнлерех çын эпĕ? Çакă малти вырăнта пулчĕ ĕнтĕ вĕсемшĕн. Хамшăн та йăлтах çĕнĕччĕ. Пĕрремĕш урок-çке. Паллашрăмăр. Вĕсем кĕçĕн класра мĕн вĕреннине, малашлăхран мĕн кĕтнипе кăсăклантăм. Сăмах хыççăн сăмах… Пĕрремĕш урокпаллашу мĕнле иртни сисĕнмерĕ те…» Çапах та пĕлес килчĕ — мĕншĕн шăпах истори предметне суйласа илнĕ-ха хăй вăхăтĕнче Анастасия Леонидовна? «Эпĕ мĕн ачаран кĕнеке вулама юрататтăм, — каласа кăтартрĕ вĕрентекен. — Уйрăмах — историпе çыхăннисене. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем асра юлатчĕç. Çĕнтерÿ кунне халалласа Элĕкре çулсеренех уявсем иртетчĕç, эпир унта шурă çÿçлĕ ветерансене чечек çыххи параттăмăр. Çак самантсем чунра мăнаçлăх вăрататчĕç…» <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


«Хĕрĕмĕн ашшĕ йăнăшне ăнланасса шанатăп»

Пĕрин пурнăçĕ — вĕри те çемçе кукăле кăштăрт кăна ума пырса хуракан ырă кукамай евĕр хăтлă, теприн вара типнĕ çăкăр татăкне те кăларса пама хĕрхенекен хыт кукар амаçури амăшĕ пек кăра. Шупашкарта кун кунлакан Людмила Николаева, шел те, — иккĕмĕш йышран. Çамрăк-ха вăл, 31 çулта çеç, çапах хура-шурне самаях чăтса ирттерме пÿрнĕ. Телее, йывăрлăхсемпе инкексем хĕрарăма хуçман. Çăмăл мар шăпипе вăл вулакансене паллаштарма кăмăл турĕ.

Американсен çемйинче — Эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ункăçум ялĕнче çуралнă, ачалăхăм вара Куславккари интернат шкулта иртрĕ. Эпир çемьере тăваттăн пĕртăван — икĕ пиччепе аппа пур. Аттепе аннене ĕçкĕпе иртĕхнĕрен ашшĕпе амăшĕн правинчен хăтарсан виçсĕмĕре, пĕр пиччепе аппана тата мана ача çуртне вырнаçтарнă. Тепĕр пиччене вара ăстăнран хавшакрах тесе Çĕрпÿри хевтесĕррисен интернат шкулне илсе кайнă. Аннене эпĕ вуçех курман пулĕ, ăна пачах астумастăп. Аслисем каланă тăрăх, ача çуртне илсе кайиччен эпир асанне патĕнче пурăннă. Халĕ вăл ку çĕр çинче çук ĕнтĕ. Пĕве кĕрсен анне те пурнăçран уйрăлнине пĕлтĕм. Аттене вара курнă. Анчах асанне каланă тăрăх, вăл манăн тăван атте мар. Кун пирки нимех те калаймастăп. Ача çуртĕнче чăтмалла мар йывăр пулман, йĕркеллех пурăнаттăмăр. Е пире воспитательсемпе ăнчĕ-ши? Ырă кăмăллăччĕ вĕсем, класс та туслăччĕ. Хаваслă самант чылай пулнă. Воспитательсем ачасене ятланине, вăрçнине астумастăп. Апат-çимĕç, кĕпе-йĕм тĕлĕшпе веçех çителĕклĕччĕ, кунне 4-5 хутчен çитеретчĕç. Эпĕ ача садне çÿренĕ вăхăтра пичче Алексей ман валли тутлисем илсе килетчĕ: е печени, е канфет, е чăмлак тыттаратчĕ. Пушă кĕленче пуçтарса сутатчĕ те кăштах укçа тăватчĕ çапла. Вăл манран икĕ çул аслăрах. 7 çулта чухне Америкăра пулса куртăм. Тĕлĕнмелле, çапла-и? Унта пире интернатран илсе кайрĕç. Пирĕн ют çĕршыври çемьере çитĕнмешкĕн шанăç пурччĕ. Пире виçĕ пĕртăвана уйăрмарĕç, инçе çула пĕрле тухрăмăр. Малтан Шупашкара çитрĕмĕр. Унта йыш хушăнчĕ — воспитательпе ман пек шăпаллă ачасемпе Мускава çул тытрăмăр. Вĕсемсĕр пуçне тăлмачă та пычĕ. Тĕп хуларан Америкăна самолетпа вĕçрĕмĕр. Лере çитсен вырăнти чиркÿре чăваш наци тумне тăхăнса паллă вырăс юррисене шăрантартăмăр. Кайран ачасене вăхăтлăха тĕрлĕ çемьене вырнаçтарчĕç. Çапла майпа пулас «ашшĕ-амăшĕ» пире сăнанă-тăр. Ача килĕшсен ăна усрава илнĕ. Эпир пичче, аппа тата эпĕ — пĕр çемьере пурăнтăмăр. Пысăк çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пÿлĕм уйăрса пачĕç: арçын ачасем — пĕр пÿлĕмре, хĕрачасем тепринче кун кунларăмăр. Теттесен уйрăм пÿлĕмĕ те пурччĕ унта. Кил хуçисем Маргаретпа По 7 ача ÿстеретчĕç. Вăхăт акăлчанла вырăс мультфильмĕсене пăхса, уçă сывлăшра тăраниччен выляса, чиркĕве çÿресе сисĕнмесĕр иртрĕ. Кил хуçипе пĕрле йывăçран каскаласа машинăсем ăсталаттăмăр та кайран сăрлаттăмăр. Вĕсен йыттипе Чаппипе уçăлса çÿрени те асрах. Унта пуçласа боулинг выляса куртăм, çакăншăн пысăк та çемçе тетте, шурă упа, парнелерĕç. Американсен çемйинче 10 кун пек пурăнсан сыв пуллашма вăхăт çитрĕ. «Пиччÿ ваннăйра вăрттăн пирус туртман пулсан сире усрава илнĕ пулăттăмăр», — терĕç вăхăтлăх аттепе анне пулса тăнă çынсем. Вĕсем пичче пирус мăкăрлантарнине курнă имĕш. Тĕрĕсех-ши ку — пĕлместĕп. Хамăрăн интерната тем чуль тумпа, теттесемпе, парнесемпе таврăнтăмăр. Эпĕ тумтире воспитатель пÿлĕмне хутăм. Тепĕр чухне аслă класра вĕренекенсем эпир çывăрнă чухне пÿлĕме кĕрсе çĕнĕ япалана е теттене вăрлатчĕç. Çапла майпа манăн Америкăран илсе килнĕ шурă упа та «ураланнă». Питĕ шелччĕ ăна çухатма. Маргаретпа По парса янă джинс комбинезона вара тăхăнма та аван марччĕ, ун пек тум никамăн та çукчĕ ун чухне. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.