Çамрăксен хаçачĕ 23 (6514) № 04.04.2024

4 Ака, 2024

Пĕчĕк утăмсем туса артист пулатех

Пĕрисем ăна «пĕчĕк Çеçпĕл» теççĕ, теприсем вара Владимир Маяковскипе танлаштараççĕ. Семен Семенов Элĕк округĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет. Вăл кăçал «Поэзи баттлĕнче» çĕнтерчĕ.

Кăçал «Поэзи баттлĕ» тăваттăмĕш хут иртрĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал ачасем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те — пурĕ 13 çын — хутшăнма кăмăл турĕ. 15 çын заявка панăччĕ. Анчах, шел те, иккĕшĕ тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç. Конкурсçăсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитрĕç. Чи кĕçĕнни — Айдар Иванов, вăл 4 çулта кăна-ха, Шупашкарта пурăнать. Чи асли — 71 çулти Римма Майорова, пирĕн пата Вăрнар тăрăхĕнчен килчĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Катекри Галина Солдатова «Поэзи баттлне» виççĕмĕш хут хутшăнчĕ, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуç шкулĕнче вĕренекен Мария Иванова — иккĕмĕш хут. Марина Алексеева пирĕн пата Комсомольски округĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнчен килчĕ, Галина Симакова — Комсомольски округĕнчи Шурут ялĕнчен. Марина Якимова Етĕрне округĕнчи Урпаш шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Вăл чăваш поэзине питĕ кăмăллать. «Уяв» ансамбльте юрлакан Зоя Васильева та пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Наталья Александрова пирĕн патра иккĕмĕш хут пулчĕ. Вăл Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине 26 çул вĕрентет. Николай Харламов юлташĕсемпе ытларах вырăсла калаçать пулсан та чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене питĕ кăмăллать. Николай Çĕрпӳри 2-мĕш шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Регина Семенова Çĕрпӳ округĕнчи Патăрьелти шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, хăй те сăвăсем çырать. Шупашкарта пурăнакан Галина Макарова чăваш поэзине кăмăлланăранах «Поэзи баттлне» иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Палăртса хăварар: ытти çул сăвă вулакансен конкурсĕнче Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Мальвина Петрова, Комсомольски округĕнчи Татьяна Матросова тата Елчĕк округĕнчи Анастасия Сидорова çĕнтернĕ. Мероприятие сумлă хăна — Чăваш Республикин цифра министрĕн заместителĕ Алина Федорова — çитрĕ. Вăл конкурса йĕркелекенсемпе унта хутшăнакансем чăваш поэзине аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ. Конкурсçăсен пултарулăхне жюри членĕсем хакларĕç: «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн — тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă сăвăç Альбина Юрату, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артистки Алевтина Семенова, Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, «Раççей Федерацийĕн воспитанипе çут ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Алина Николаева. Вĕсем канашланă хушăра «Лучше всех!» телекăларăма хутшăннă Артем Осипов купăс каласа савăнтарчĕ. Семен Семенов «Поэзи баттлĕнче» — пĕрремĕш хут. Вăл 5-мĕш класранпах пултарулăх конкурсĕсене хутшăнать, артист пулма ĕмĕтленет. Унăн ку çулпа утма йăлтах пур темелле: пултаруллă, чăвашла хитре калаçать... Çакна вăл «Поэзи баттлĕнче» те çирĕплетрĕ. Финала виççĕн тухрĕç: Наталья Александрова, Зоя Васильева тата Семен Семенов. 14 çулти Семена çитекен пулмарĕ. Çĕнтерӳçĕ сумлă парнене — «Алиса» ăслă колонкăна — тивĕçрĕ. Наталья Александровăпа Зоя Васильева вара «Çамрăксен хаçатне» çур çуллăх çырăнмалли сертификата тивĕç пулчĕç. «Сăвăсене Алина Геннадьевна вĕрентекен суйлама пулăшрĕ», — пĕлтерчĕ Семен. Вăл конкурса хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, çĕнтерес тĕллевпех килнине палăртрĕ. Шăпах çирĕп кăмăллă пулни ăна поэзи тупăшăвĕнче çĕнтерме пулăшнă та. Семен каланă тăрăх, вăл сцена çине тухсан нихăçан та пăлханмасть. Амăшĕ вара ывăлĕ сцена çине тухсан кашнинчех пăшăрханать. «Эпĕ ывăл пек сăвă хитре вулама пĕлместĕп. Çак талант ăна камран-тăр куçнă ĕнтĕ. Манăн атте купăс калама юратать, — каласа кăтартрĕ Алина Витальевна. — Анне «Çамрăксен хаçатне» тахçанах çырăнса илет. Вăл унти статьясене пире вулаттарать. Çав тери чаплă конкурс йĕркеленĕ эсир! Эпир çĕнтерме мар, опыт пухма, ыттисем хăйсене мĕнле тыткаланине пăхма кăна килнĕччĕ». Алина Витальевна çакнашкал пăлхануллă самантра ывăлĕпе юнашар пулас тесе ятарласа ĕçрен ыйтса килнĕ. Вăл Семенăн класс ертӳçи Алина Петрова маттур пулнине палăртрĕ. «Ывăлăм пултарулăх енчен аталаннинче унăн тӳпи пысăк», — терĕ. Тĕрĕсех, ача пĕлӳ патне туртăнни вĕрентекенрен нумай килет. Алина Петрова Элĕк тăрăхĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Çак таранччен Семен вăл тăрăшнипе тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăннă, яланах палăрнă. Семен сăвă вулама кăна мар, юрлама та, баян калама та ăста. Сасси вара чăннипех те артистăнни пек уçă, янăравлă. Хăйне «пĕчĕк Çеçпĕл» тесе чĕннĕренех-тĕр вăл çак поэтăн сăввисене кăмăллать. Ăна ытларах патриотлăх темипе çырнă хайлавсем килĕшеççĕ. Чи юратнă предмечĕсем — чăваш литератури, тăван ен культури тата истори. Семен çемьере пĕччен мар: унăн 4 çулти йăмăкĕ тата 18 çулти пиччĕшĕ пур. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çынсемпе лайăх хутшăнма чăвашла вĕренет

Мускавра пурăннă Негинсен çемйи Чăваш Енре тĕпленнĕ

Денис Негинăн çемйи пĕлтĕрччен нихăçан та пулман хулана — Шупашкара — куçса килнĕ. Мускавра вĕсен хваттер пур, çемье пуçĕ чăхчĕп какайĕ туса илекен фабрикăра коммерци директорĕнче ĕçленĕ. Çапах та 7 уйăх каялла мĕн хистенĕ-ха Негинсене Чăваш Ене килмешкĕн?

Пĕр пус та вăрламан

«Шупашкар — пирĕншĕн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ. Çулталăк каялла ун çинчен нимĕн те пĕлмен. Халĕ вăл маншăн тăван хула пекех. Эпĕ Мускавра ĕçленĕ чухне манпа çыхăнса кунта ĕçлеме чĕнчĕç: Лапсарти чăх-чĕп фабрикинче коммерци директорĕ пулма сĕнчĕç. Условисем килĕшрĕç те, эпир мăшăрпа Татьянăпа канашланă хыççăн Шупашкара куçса килтĕмĕр», — пуçларĕ калаçăва Денис Евгеньевич. Тӳрех палăртам: пирĕн интервью чăвашла иртрĕ. Хăй вăл — вырăс, Краснодарта çуралса ӳснĕ, Мускавра ĕçленĕ. Апла пулсан чăвашла ăçтан пĕлет-ха тетĕр-и? Вĕреннĕ! Çавăнпа пĕлет те. Вăл ĕçлекен фабрика ĕçченĕсем пĕрпĕринпе ытларах тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Халăха ăнланасси уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа çĕнĕ тивĕçе пикенсенех вăл чăваш чĕлхине вĕренме тĕллев лартнă. Тĕлпулу пирки калаçса татăлмашкăн унпа телеграм урлă çыхăнтăмăр. Вăл ман пата чăвашла çырчĕ. Смартфонне тахçанах чăваш клавиатури вырнаçтарнă. Денис Негин Краснодарти ШĔМ институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Анчах шалти органсенче ĕçлемен, суту-илӳ енне туртăннă. Вĕренсе тухсан Мускава ĕçлеме кайнă. Унăн мăшăрĕ те — Краснодартан. Мускавра 12 çул пурăннă вĕсем. Таня — маркетолог, халĕ вăл Мускав фирминче дистанци мелĕпе кунне 3-4 сехете яхăн ĕçлет. Негинсен виçĕ ача. Асли 1-мĕш класра вĕренет, кĕçĕннисем — йĕкĕреш — садике çӳреççĕ. Нумай ачаллă çемьене Шупашкарти çурçĕрхĕвел анăç районĕнче ĕçрен хваттер панă. Денис Евгеньевич ĕçе те, киле те кашни кун таксипе çӳрет — куншăн организаци тӳлет. Хăйĕн автомобильне вăл икĕ уйăх каялла сутнă. Мускавпа танлаштарсан, çынсем кунта ырăрах тесе пĕтĕмлетнĕ вăл. Куçса килнĕ хыççăн 4-мĕш кунхине çемьепе Атăл хĕррине уçăлма кайнă вĕсем. Ашшĕ ачисем валли мороженăй туянма тăнă чухне вăл бумажникне тупайман — кĕсьерен тухса ӳксе çухалнă иккен. Унта вара паспорт, банк картти, права, документсем пулнă. Уçăлса çӳресси пăчланнă, Денисăн кăмăлĕ пăсăлнă. Арăмĕпе ачисене киле ăсатнă та хăй мĕн тумаллине пĕлмесĕр сак çине кайса ларнă. Сасартăк унăн телефонĕ шăнкăравланă. Лини тепĕр вĕçĕнчи çын хăйĕнпе полици лейтенанчĕ тесе паллаштарнă, унăн бумажникне тупнине пĕлтернĕ. Ырă кăмăллă çын ăна заливри полици постне кĕртсе панă. Документ пулсан çыннăн телефон номерне тупасси йĕрке хуралçисемшĕн йывăр ĕç мар. Çапла çийĕнчех Дениспа çыхăннă вĕсем. Пĕр документ та, пĕр пус та çухалманшăн, тĕрĕс-тĕкел пулнишĕн тĕлĕннĕ çамрăк арçын. Çухалнă япаласем 20 минутран унăн аллинче пулнă. «Мускавра çакăн пек лару-тăрăва лекес тĕк укçана кураяс çукчĕ», — терĕ вăл. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Кашăк, чашăк, çăпала, йĕтĕр, ывăс…

Килĕнчи чылай япалана Александр Сергеев хăй ăсталанă

Чăваш Ен ал ĕç ăстисемпе яланах пуян пулнă. Паянхи кун та вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Вĕсенчен пĕри — Канаш тăрăхĕнчи Сиккасси ялĕнче пурăнакан Александр Сергеев.

Ача чухнехи кăсăклану Александр килти мастерскойĕнче йывăçран тĕрлĕ япала ăсталать. Ахаль йывăçран кăна мар. Йывăç çумне тухса ларнă çăпанран хатĕр-хĕтĕр тăвать. Ăна вырăсла «кап» та, «сувель» те теççĕ. Вăл йывăç çумне шыçă евĕр тухса ларать. Йывăçпа танлаштарсан, вăл хытă, тăн-тăн. Унран ăсталанă япаласем те çирĕп пулаççĕ. Унпа ăçта кăна усă курмаççĕ-ши? Портсигарсем, шкатулкăсем, хĕрарăм капăрлăхĕсем, картина рамисем, сĕтелçи вăййисем, çĕçĕ аврисем, кил-çуртра усă курмалли япаласем… тăваççĕ унран. Унпа ĕçлеме çăмăлах мар. Чăн-чăн ăстасем вара унран хăрамаççĕ. Александр Сергеев та çак материалпа ĕçлеме кăмăллать. Çак тарана çитсе вăл унран темĕн те пĕр ăсталанă. Саша шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларассипе кăсăкланма пуçланă. Çук, никам та вĕрентмен ăна. Ашшĕпе аслашшĕ ăста платниксем пулнă, ал ĕç ăсталăхĕ Сашăна вĕсенченех куçнă. Малтанах арçын ача ку темăпа кĕнекесем вуланă, каярахпа ятарласа «Вокруг света» журнал çырăнса илме тытăннă. Ашшĕ ăна ятарласа çĕçĕ туса панă. Çавăн хыççăн арçын ача пĕрмаях мĕн те пулин каскаланă. Саша 1984 çулта Канаш хулинче Сергейпа Елена Сергеевсен çемйинче çуралнă. Сергейпа Елена иккĕшĕ те — Канаш округĕнчи Яманкасси ялĕнчен. Саша çуралнă хыççăн пурнăç вĕсене таçта та илсе çитернĕ. Арçын ача садике Саратов облаçĕнче çӳренĕ, шкул çулĕсене Ульяновск облаçĕнче ирттернĕ. Унтах 9 класс пĕтернĕ, кайран салтака кайнă. Çар тивĕçне Оренбург облаçĕнче танк ротинче сапер пулса пурнăçланă. Салтакран вăл Чăваш Енри Яманкассине таврăннă. Ку вăхăт тĕлне ашшĕпе амăшĕ кӳршĕллĕ Сиккассинче çурт-йĕр çавăрма тытăннă. Саша та унта пурăнма куçнă. Çавăнтанпа çак ялта тĕпленсе пурăнать вăл. Александр Яманкассинче çуралса ӳснĕ Алена Алексеевăпа çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Мускавра 19 çул ĕçлесен Хăйĕн юратнă ĕçĕ çинчен Саша акă мĕн каласа пачĕ: «Кирек мĕнле ĕçе тума та чун туртăмĕ кирлĕ. Унсăр нимĕнле ĕç те усса пымасть, туни те сая каять. Эпĕ мĕн ачаранах йывăçпа ĕçлеме юрататăп. Манăн икĕ шăллăм Владимирпа Алексей пур. Салтакран килсен вĕсемпе пĕрле Мускава 19 çул ĕçлеме çӳрерĕм. Кровельщикре ĕçлеттĕмĕр, пӳрт тăррисем витеттĕмĕр. 2022 çулта Мускавра кровельщиксен турнирĕ иртрĕ. Унта кашни командăн кĕске вăхăтра ĕçе пурнăçламаллаччĕ. Турнира Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Беларуçрен килнĕччĕ. Пурĕ 12 команда хутшăнчĕ. Эпир, виçĕ пĕртăван, çав турнирта пĕрремĕш вырăна çĕнсе илтĕмĕр. Ку пирĕншĕн хăйне евĕр хавхалану пулчĕ, тата хастартарах тăрăшма, хамăр ĕçе хаклама пулăшрĕ. Кровельщикре ĕçленĕ чухне те каскаламалли хатĕрсене хамран хăвармастăм. Инструментсене Мускава çитиех илсе каяттăм. Унччен эпĕ хам ăсталанă япаласене сутма пĕлмен. Вĕсене парнеленĕ е килтех хăварнă. Пĕррехинче Маяк ялĕнче пурăнакан çын мана карчăкпа старик тата ылтăн пулă туса пама ыйтрĕ. Туса патăм та — çак ĕç мана хавхалантарсах ячĕ. Çавăн хыççăн ярмăрккăсене хутшăнма тытăнтăм. Паллах, материал шырама тивет. Кирек мĕнле йывăçран та касса кăлараймастăн вĕт. Эпĕ ытларах йывăç çумне тухса ларнă çăпансемпе, кăмпасемпе усă куратăп. Вĕсем пĕр пек япаласем мар, иккĕшĕ — пач расна материалсем. Анчах иккĕшĕ те питĕ çирĕп. Вĕсем йывăç çумĕнче питĕ нумай çул çитĕнеççĕ. Хуппине сӳсен питĕ паха материал пулать. Йывăçпа ĕçлемелли станок илсен тата нумайрах тĕрлĕ япала ăсталама тытăнтăм — кашăк-чашăкран пуçласа арча таранах. Арчине кивĕ юманран ăсталарăм. Питĕ аван пулса тухрĕ. Нумайăшĕ эпĕ мĕнле йывăçпа ĕçлени пирки ыйтать. Йывăç кăмпи пур йывăç çинче те çитĕнет. Эпĕ ытларах йăмра, çирĕк, хурăн, ăвăс, тирек, чăрăш, юман çинчи кăмпасемпе усă куратăп. Вĕсене шырама, паллах, вăрмана каймалла. Телее, пирĕн тăрăхра вăрман пур. Шырасан пĕчĕккинчен пуçласа 100 килограмм таяканнисене те тупатăп. Вĕсене кĕркунне шырама çăмăлрах: çара йывăçсем çинче çийĕнчех асăрхатăн. Ĕçе пуçăниччен вĕсене лайăх типĕтмелле. Ку та хăйне евĕр пысăк ĕç. Вĕсене хĕвел çинче типĕтме юрамасть, сулхăна хумалла. Çав вăхăтра вĕсенчен мĕн-мĕн ăсталасси çинчен шутласа çӳретĕп. Япала пулса пынине курсан чун савăнать. Йывăç çăпанĕсенчен тунă хатĕр-хĕтĕр ĕлĕкех хисепре пулнă. Ăна патшасемпе боярсем те чи хаклă япала вырăнне хурса хакланă, килте тытма тăрăшнă. Эпĕ хам ăсталанă япаласемпе куравсене хутшăнма тăрăшатăп. Мускав тăрăх ĕçлесе çӳресси, çемьерен уйрăм пурăнасси ывăнтарать те, йăлăхтарать те. Ачасемпе, мăшăрпа юнашар пулас килет. Çавăнпа кăçал Канашри вакунсем юсакан завода ĕçе вырнаçрăм. Пушă вăхăт тупăнсанах мастерскойĕнче аппаланатăп. Пĕлтĕр Канашра иртнĕ Акатуя хутшăнтăм. Манăн япаласене туянакансем пур. Ку питĕ хавхалантарать. Кăмăла каякан ĕç тупăш та парсан кăмăллă вĕт. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ «Киçтĕксĕр тата сăрăсăр» ятлă курава йыхравларĕç те — кайрăм. Унта йывăçран ăсталанă «Телей кайăкĕ» экспозицие кăтартрăм. Çак таранччен эпĕ ун пек экспозицие пĕрре хатĕрленĕччĕ. Анчах сăрланăран ăна курава илсе каяймарăм. Çавăн евĕрлинех сăрăпа усă курмасăр ăсталас терĕм. Шупашкарти «Амазония» паркра иртнĕ Çăварние йыхравларĕç. Унта та çитсе килтĕм. Хатĕр япаласене çынсене мĕншĕн кăтартас мар? Хамăр пĕлни çеç çителĕксĕр, пулас ăрăва та вĕрентсе хăвармалла. Пурин те ăсталăх çук паллах. Пĕрин алли пымасть, теприн кăмăлĕ çук. Çапах çак ĕçе вĕренес текенсем пур. Чи аслă ывăл Никита И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче программиста вĕренет, вăл йывăçран хатĕр-хĕтĕр касса кăларас ĕçпе интересленмест. Иккĕмĕшĕ Данила 15 çулта. Вăл ытларах механикăпа кăсăкланать: мотоцикл пуçтарать, юсать. Унăн та йывăçпа аппаланма интерес çук. Кĕçĕнни Семен — 8 çулта. Шанчăк ытларах унра. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Хула каччи ялта çурт туянса выльăх усрама тытăннă

Кирилл Петровăн кун йĕрки куллен çапла: ирхи 4 сехетре телефонĕ çинчи будильник шăнкăртатать те, вăл ура çине сиксе тăрать. Тепĕр тесен, çак вăхăтра вăранма ăна нимĕнле сасă та кирлĕ мар. Çапах Кирилл пĕр хăнăхнă йăлана пăрахăçламасть. «Пĕлсе пĕтерме çук: каçхи концерт хыççăн тутлă ыйхă хăйĕн ытамĕнчен ярасшăн пулмĕ тен? Манăн çывăрса юлма юрамасть. Кашни минут шутра», — терĕ 21 çулти каччă выльăх патне тухмалли тума тăхăннă май.

Тăватă ĕне

Витене тухсан Кирилл чи малтанах выльăх-чĕрлĕхĕн айсарăмне тасатать, тислĕк тăкать. Унтан ĕнисене сума тытăнать. Тăваттăн вĕсем унăн. Иккĕшĕ çывăх вăхăтра пăруламалла. Çамрăк кил хуçи çулла усламçа кунне 50 литртан кая мар сĕт парать. Самăртмалли вăкăрсем те пур. Вĕсем сăнчăрта тăраççĕ. Ĕне сусанах Кирилл пăрусене сĕт ĕçтерет. Ĕçленĕ май вăхăт иртни те сисĕнмест — 5 сехет те çитет. Çав вăхăт тĕлне сĕт пуçтаракан машина килсе чарăнать. Кирилл тулли витресене йăтса урама тухать. Кивĕ Эйпеç ялĕнче ĕне усракан сахал мар. Ирхине пĕр урамра пурăнакансем сĕт пама тухсан пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ те кил картишне кĕрсе малалла кăштăртатаççĕ. Кирилл тӳрех сĕт витрисене çуса хурать. Унтан выльăха шăварма пӳртрен шыв йăтать. «Çулла витене шыв кĕртесчĕ. Ку ĕçе чылай çăмăллатĕ», — çапла каласа канăç мĕнне пĕлмен çамрăк чăх-чĕп витине васкарĕ. Кайăккĕшĕке апат панă хыççăн индокăвакалсемпе хур амисем çăмарта тунине кайса пăхрĕ. Çывăх вăхăтрах хур аçине улăштарасшăн вăл. Каччă пĕлтĕр те картиш тулли чăх-чĕп тытнă: 40 хур, 50 кăвакалран кая мар пулнă. Вĕсемсĕр пуçне çăмарта тăвакан чăхсем те пур. «Юрать-ха, аннепе кукамай, тăвансем тĕк çăлма килчĕç. Пĕччен йывăр килетчĕ», — малалла калаçрĕ Кирилл картишре кăштăртатнă май. Выльăх-чĕрлĕхе утă, шыв панă хыççăн вăл пӳрте кĕчĕ. Хĕл каçмалăх утă-улăм сахал мар хатĕрленĕ вăл. Кукамăшĕн пахчинчи курăк кăна çитмест, укçалла та туянать. Çулла ĕнисене кĕтĕве ярать. Хăй ĕçрен часах килеймен чухне вĕсене кӳршисем кĕртсе яраççĕ. Кирилл кӳршĕ-аршăпа туслă, вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕç тумтирне хывса çăвăнса тасалнă хыççăн каччă пĕр курка кофе ĕçет. Унтан ăна-кăна хыпкалать. Унăн организмĕ хăйне евĕр: ирех апат ыйтмасть, 9-10 сехетсенче çеç хырăмĕ выçнине систерет. Ун чухне Кирилл вĕри чейпе бутерброд çиет. Кăнтăрла ытларах чухне кафере апатланать. Ĕçрен таврăнсан кăна вĕри апат пĕçерет. «Апат тиркеместĕп. Канмалли кунсенче пысăк кастрюльпе яшка пĕçеретĕп те ăна темиçе кун ăшăтса çиме пултаратăп. Ӳркеннипе мар. Темшĕн çапла хăнăхнă эпĕ. Сĕт ĕçме юрататăп», — йăл кулчĕ вăл. Хăнасем килсен те çухалса каймасть — салатсем тума та, хур пăшăхлама та пултарать. Килте ирхи ĕçсене вĕçлесенех Кирилл хаваслă кăмăл-туйăмпа ĕçе тухса утать. Куллен Елчĕке мĕнле çитесси шухăшлаттарсах каймасть ăна: çула май каякан ырă çынсем лартса каяççĕ. Такси те çӳрет. Кирилл Елчĕк округĕнчи тĕп клуб тытăмĕнче вăй хурать, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнченпе художник-постановщик тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл округ центрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай иртмен пулсан та эпир ăна çийĕнчех асăрхарăмăр. Кирилл чăвашла илемлĕ калаçнипе, ĕçшĕн çуннипе, хастарлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Хула каччи яла куçса килсе пысăк тĕллевсемпе çунатланса пурăнни вара пушшех те савăнтарчĕ. <...>

Марина ВАСТУЛОВА, Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи.

♦   ♦   


Статистика, çăлтăрсем… çинчен — тăван чĕлхепе

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Хавал» пуçару ушкăнĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕ» 200-е яхăн çамрăка Чăваш çамрăкĕсен 2-мĕш форумне пухрĕ.

Мускавран, Хусантан… Вĕренӳ институчĕ çав кун чăвашлăх тĕнчи пулса тăчĕ. Фойере чăваш капăрчăкĕсем çакнă хĕрсем «Салам!», «Ырă кун пултăр!» тесе йăл кулса кĕтсе илчĕç. Хусантан, Мускавран, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ хĕрсемпе каччăсем çывăх çынсем пек пĕр-пĕрне курнишĕн хавасланчĕç. Чылайăшĕ 1-мĕш форумрах паллашнă. «Çĕр çинчи мĕн пур япала çинчен тăван чĕлхепе калаçма пулать. Çакна паян спикерсем ĕнентерĕç», — акт залĕнче форума уçма пухăннă халăх умĕнче палăртрĕ Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Элтияр Александров. Вĕсем ĕçтешĕпе Эллада Даниловăпа мероприятие ертсе пычĕç. Форумăн сумĕ ӳссех пырать. Влаçри çынсем унта килсе çитни те çавнах çирĕплетет. Акă ЧР культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн ертӳçи Эдуард Краснов, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн сектор заведующийĕ Регина Порфирьева çамрăксене саламларĕç, хальхи вăхăтра влаç нихăçанхинчен ытла çамрăксене тимлĕх уйăрнине, аталанмалли майсем тунине палăртрĕç. Спикерсемпе паллаштарнă хыççăн кашни хăйĕн чун туртăмне кура ăсталăх лапамĕ суйлама, унта хутшăнма пултарчĕ. «Пур çĕре те çитсе курас килет! Кашни тема интереслĕ, мĕншĕн пайланма çук-ши?» — чылайăшĕ çапла каларĕ-тĕр. Харăсах 5 кейс ĕçлерĕ те, пурин патĕнче те кăсăкланса итлеме май çукчĕ, çавăнпа ăçта каймаллине суйлама тиврĕ. Эпир те Ирина Алексеева редакторпа спикерсем пултăмăр çав кун. Хаçат ĕçĕ пирки калаçма вăхăт çитиччен ыттисен лапамĕсене çитсе куртăмăр. Красноармейски округĕнчен килсе çитнĕ хурт-хăмăр ăсти Артур Васильев ĕçлекен пӳлĕмре çамрăк чылайччĕ. Артур ашшĕпе пĕрле вĕлле хурчĕсем тытать. Хăйĕн калаçăвне вăл тĕнпе çыхăнтарса йĕркеленĕ. Кăсăклă презентаци те хатĕрлесе килнĕ Артур. Тепĕр лапамра вара Мускаври финанс университечĕн студенчĕ Матвей Блинов цифра юратакансене пухрĕ. Вăл Чăваш Енри демографи лару-тăрăвне статистика çине таянса тишкерчĕ. Шупашкарта çуралса ӳснĕ Матвей чăвашла илемлĕ калаçать, çăмăлах мар темăна та йăлт ăнланмалла та ансат чĕлхепе уçса пачĕ. Хастар çамрăксемпе тĕл пулмашкăн вăл ятарласа Мускавран çитнĕ. Хусанти Ксения Романова иртнĕ форума та хутшăннăччĕ. Ксения Тутарстанри чăваш ялĕнче çуралнă. Интернетра ăна «Чăваш пики» ятпа пĕлеççĕ. Социаллă сетьсене хастар ертсе пыраканскер ытларах чăваш культури пирки каласа парать, тăван чĕлхене вĕрентет. Кунсăр пуçне хăйĕн бренчĕпе чăвашла капăрлăхсен коллекцине кăларать вăл. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.