Чăваш хĕрарăмĕ 13 (1343) № 04.04.2024

4 Ака, 2024

Роман çырса 1 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ

«Манăн Муза — хваттер валли илнĕ ипотека», — калаçăва шӳтрен пуçарчĕ Валентина Элиме [Салмина] çамрăк çыравçă. Çапах ку сăмахсенче тĕрĕслĕх те çук мар. Декрет отпускĕнче ларнă чухне хĕрарăм çемьене тăрантармашкăн ырми-канми вăй хуракан мăшăрне пулăшас шухăшпа вырăсла юрату романĕсем шăрçалама пуçланă. Банкран илнĕ кивçене хăвăртрах татас тĕллев те ăна йĕрке хыççăн йĕрке çырма хистенĕ. Пĕрремĕш, иккĕмĕш хайлав «пиçсе тухнă»… Паянхи кун тĕлне Валентина — 26 электрон кĕнеке авторĕ. Паллах, çак çитĕнӳсем тӳрех килмен.

Мăшăрĕ хавхалантарать

— Валентина, каласа кăтарт-ха, 1 миллион тенкĕ мĕнле майпа ĕçлесе илтĕн?

— Пĕрремĕш ача Ярослава çуралсан, декретра ларнă май электрон хайлавсен сайтĕнче тĕрлĕ авторăн произведенийĕсене вулаттăм. Электрон библиотека пек ĕнтĕ вăл. Анчах унта кĕнекене туянма та пулать. Хĕр пĕрчи палăртнă вăхăтран маларах çуралнăран вăйсăртарахчĕ, çавна май ытларах чухне çывăратчĕ. Хушăран ĕçсĕр аптăраттăм. Ача çине пăхса лараттăм, вăл вăранасса кĕтеттĕм. Ун валли теттесем ăсталаса-çĕлесе пăхрăм. Хайхи сайтра «Хăв автор пулса тăр» текен реклама пĕрмай сиксе тухатчĕ. Манăн шăпах юратупа çыхăннă пурнăçра пулса иртнĕ истори пурччĕ, тытрăм та ăна тĕпе хурса калав çыртăм, унтан сайта вырнаçтартăм. Манăн страницăна подписчиксем çырăнма пуçларĕç, калава вуларĕç, хакласа комментарисем çырчĕç. Хавхалантăм. Пĕррехинче унта ирттернĕ конкурса та хутшăнтăм. Çырас туртăм ӳссе пычĕ. Малтанхи вăхăтра манăн хайлавсемпе тӳлевсĕрех паллашма пулатчĕ, 4 çул каялла вара пуçласа тӳлевлĕ роман шăрçаларăм. Пĕр кĕнекелĕх пулчĕ. Сайт йĕрки тăрăх, тӳлевлĕ историсем 3000 знакран кая мар пулмалла. Ăна вырнаçтарнă хыççăн пĕр уйăх хушшинче сахалтан та 100 çыннăн туянмалла. 101-мĕш çын хайлавăма туянасса епле чăтăмсăррăн кĕтнине астăватăп! 28-мĕш кунхине вăл тинех тупăнчĕ. Питĕ савăнтăм! Çав романшăн мана 7 пин тенкĕ ытла тӳленĕччĕ. Маншăн, декрет отпускĕнче лараканшăн, ку та пысăк пулăшуччĕ. Пирĕн ипотека пурччĕ-çке-ха. Çак сăлтавпах пултарулăха коммерципе çыхăнтарма тиврĕ. Çапла пĕр кĕнеке хыççăн теприне çыртăм… Юрать, Ярослава лăпкăччĕ, эпĕ компьютер умĕнче пичетленĕ чухне хăй тĕллĕн теттепе вылятчĕ. Малтанхи виçĕ çулта уйăхне 10-15 пин тенкĕ кĕретчĕ алла. Пĕлтĕр 20 пине çитрĕ. Эпĕ фэнтези романĕсене вулама кăмăллатăп, çавна май пĕлтĕр хам та çак жанрпа ĕçлеме пуçларăм. Сюжет чăн пурнăçра вилнĕ хĕр асамлă тепĕр пурнăçа лекни тавра аталанать унта. Çавăн пек сăнарсене вырăсла «попаданка» теççĕ. Шăпах ку фэнтези романĕ манăн пĕр тĕллеве пурнăçлама пулăшрĕ: эпĕ, ахаль çемьере çитĕннĕ ял хĕрĕ, 1 миллион тенкĕ ĕçлесе илме ĕмĕтленеттĕм. Черетлĕ роман тĕллеве пурнăçлама пулăшрĕ. Эпĕ виçĕ çуллăха автор прависене сайта сутрăм, куншăн пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн счет çине 1 миллион тенкĕ куçарчĕç. Çакăн пек пысăк укçана тивĕçме пултарасса ĕненмелле те марччĕ пек, мăшăр та шанмастчĕ: «Никам та сана ун чухлĕ укçа памĕ», — тетчĕ. Тĕрĕссипе, хам та иккĕленнĕ-ха. Укçа куçсан вара мăшăр: «Халĕ эпĕ миллионершăн упăшки», — тесе шӳтлерĕ. Ăна çав кунхинех, веçех ипотекăшăн тӳлесе ятăмăр.

— Мĕн çинчен çыратăн?

— Хальхи вăхăтри юрату тата фэнтези романĕсем. Тĕп сăнарсем — студентсем, ĕçлекен çамрăксем. Малтанхи виçĕ калав пурнăçăмри пулăмсемпе çыхăннăччĕ. Хальхи вăхăтри аудитори 18+ категорири хайлавсене кăмăллать. Эпĕ унашкаллине çырмастăп. Вулакансем уйрăмах мăшăрсем е савнисем ултава пула уйрăлни пирки вулама юратаççĕ. Анчах вĕсене арçын ултавĕ кăна кăсăклантарать, хĕрарăм сулахаялла чупни пирки çырнă произведенисене вуласшăн мар. Вулаканшăн чи кирли вара хайлав телейлĕ вĕçленни: тĕп сăнарсен туй туса пĕрлешмеллех е ача-пăча çуратмаллах. Урăхла финал пулсан тапрансах каяççĕ, кăмăлсăр комментарисем çыраççĕ. Кулленхи пурнăçра мĕн кăсăкли куратăп-илтетĕп, веçех хайлавсенче усă куратăп. Черетлĕ романпа ĕçлеме пуçăниччен малтан тĕплĕ план хатĕрлетĕп. Анчах тепĕр чухне çырни планпа пĕр килмесен те пултарать. Хальхи вăхăтра 4 кĕнеке çырма пуçăннă эпĕ. Вулакансем, подписчиксем кунсеренех хушăнаççĕ. Чи пĕлтерĕшли — мăшăр мана хайлавсем çырма чармасть, хавхалантарать кăна.

— Сирĕн юрату историйĕ те романри пек мар-и ăнсăртран?

— Тепĕр тесен кашни истори тавра роман çырма пулать. Пулас мăшăрпа эпĕ шкул çулĕсенчех туслашнă. Ун чухне кӳршĕ ял ачисем пĕр-пĕринпе тĕл пулас ырă йăла пурччĕ. Пĕррехинче пирĕн шкула, Патăрьел районĕнчи Çĕньяла, Турхан ачисем килчĕç. Эпĕ класс старостиччĕ. Конкурссем ирттертĕмĕр. Пулас мăшăрпа вара эпĕ виçĕ хут пырса паллашнă! Халĕ аса илсен питĕ кулăшла. Пĕрремĕш хутĕнче конкурсра тупăшма килĕшмен яш вырăнне пулас упăшкана, Вовăна, чĕнсе кăлартăм. «Вăт маттур Вова, ăмăртма килĕшрĕ», — тесе мухтарăм. Каярахпа «шурă ташă» пуçланасса пĕлтертĕм: хĕрсен каччăсене ташлама чĕнмеллеччĕ. Никам та вырăнтан тапранмарĕ. Хĕрсем малтан хама тĕслĕх кăтартма сĕнчĕç. Мĕн тăвас? Кӳршĕ ялсен класĕнчен пĕр арçын ачана паллаттăм, çавна май ун патне пытăм, анчах вăл хирĕçлерĕ, хăй килĕштернĕ хĕре кĕтет-мĕн. Теприн патне пырсан вăл та çаплах каларĕ. Юлашкинчен хайхи Вова умне пырса тăтăм. Вăл ташлама хирĕçлемерĕ. Кĕвĕпе хускалнă май ун ятне тепĕр хут ыйтрăм. Вăхăт иртсен, кĕркунне çав класпах тепĕр хут тĕл пултăмăр. Пухăнма пухăнтăмăр-ха, анчах электричество чарса лартрĕç. Вĕрентекен килсене саланма сĕнчĕ. Эпĕ вара: «Ташлама май çук пулсан пĕр-пĕринпе калаçатпăр, паллашатпăр», — терĕм. Вара çывăхра тăракан йĕкĕтсен ушкăнĕ патне пытăм та Вовăран ятне ыйтрăм. Унăн хуравне халĕ те лайăх астăватăп: «Хĕрсен çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе тĕрĕсех калаççĕ иккен. Эсĕ манпа виççĕмĕш хут паллашатăн», — терĕ вăл. Манăн çӳç вăрăмччĕ ун чухне. Вовăна кăштах çилленнĕ пек те пултăм. Çапла эпир хутшăнма пуçларăмăр. «Хĕрпе каччăлла мĕн чухлĕ ытларах çӳретĕр, пĕрле пулас шанăç çавăн чухлĕ сахалрах», — çапла калатчĕ пире нумайăшĕ. Эпĕ яланах хирĕçлеттĕм, ку сăмахсем тӳрре тухманнине çирĕплетес килетчĕ. Вовăпа пĕр çулта шкулпа сыв пуллашса Шупашкара кайрăмăр, иксĕмĕр те И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕмĕр, пĕр общежитире, тĕрлĕ пӳлĕмсенче, пурăнтăмăр. Ятлаçнă, уйрăлас патне çитнĕ самантсем те пулнă. Алла диплом илсен вăл Мускава ĕçлеме çӳреме тытăнчĕ, эпĕ Шупашкарта юлтăм. Халĕ вăл хамăр республикăрах вăй хурать. Кăçал эпир çемье çавăрнăранпа 10 çул çитет, икĕ хĕр пĕрчине, Ярославăпа Таисийăна, ура çине тăрататпăр. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Шăпа мана хăй çул кăтартса пырать»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чăваш сценине илем кӳнисем, эстрадăра палăрса ячĕсене çӳл тӳпене çĕкленисем, пултарулăхĕпе куракан юратăвне, халăх хисепне тивĕçнисем... Ăçта халĕ çав çăлтăрсем? Чăн-чăн профессионалсем вĕсем. Ун чухне «фанера» анлă сарăлманччĕ-ха, сцена çине юрлас тĕлĕшпе ятарлă пĕлӳ илнисем кăна тухатчĕç, «пиçсе çитнĕ» юрăсене кăна суйлатчĕç. Юрра-кĕвве кăмăллакансем иртнĕ ĕмĕрте вăй илнĕ «Ритмы Чувашии» конкурс-фестивале аван астăваççĕ-тĕр. Нумай юрăçа старт илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă вăл. Ĕнерхи çăлтăрсенчен хăшĕ-пĕри паян та аванах тытăнса тăрать-ха чăваш эстрада тĕнчинче, хăшĕ-пĕри вара йăлл! çуталса илчĕ те лап! сӳнчĕ, ячĕ пачах та илтĕнми пулчĕ, виççĕмĕшсем куракана хăйсем пирки пачах манса кайма памаççĕ, вăхăтвăхăт аса илтерсех тăраççĕ. Чап çавăн пек пулăм: паян пур вăл, ыран — çук. Ĕнерхи чап сӳнсе пынине мĕнле чăтса ирттермелле? Куракан юратăвĕ те сĕвĕрĕлсех пырать вĕт… Пултарулăх çыннишĕн çакă пĕрре те çăмăл мар. Сцена та çавăн пек япала — унта пĕрре тухсассăн татах та татах куракан тăвăллăн алă çупнине туяс килет. Ытамĕнчен хăвăрттăн та çăмăллăн вĕçертмест сцена… Çакна паянхи пирĕн хăна, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен çăлтăрĕ, Елена Леонтьева, питĕ аван пĕлет.

Юрлама юратнă та…

— Эпĕ Çĕрпӳ районĕнчи Тĕрер ялĕнче çуралнă, — пуçларĕ вăл калаçăва. — Шăпа мана хăй çул кăтартса пырать. Эпĕ нихăçан та: «Ах, юрăç пуласчĕ», — тесе çунман, алла кашăк тытса пукан çине хăпарса юрламан. Шкултан вĕренсе тухнă чухне тантăшăм Людмила Тарасова Канашри педагогика училищине пĕрле каймашкăн сĕнчĕ: «Эсĕ юрлама юрататăн вĕт, атя», — терĕ. Чăнах та, мĕншĕн каяс мар? Тытрăмăр та кайрăмăр. Вĕренме кĕтĕмĕр, ăнăçлах алла диплом илтĕмĕр. Юрлама чăнах та питĕ кăмăллаттăм. Çакă, ахăртнех, аннерен, Валентина Сидоровнăран, куçнă. Вăл юрă-кĕвĕпе питĕ туслăччĕ. Чӳрече умне пырса тăратчĕ те аллисене саркаласа: «Сад пахчинчи сар чечекне ма васкаса татрăм-ши?..» — тесе шăрантаратчĕ. Манăн çав юрра питĕ хитрелетсе халăх умне кăларас килетчĕ. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм, халĕ концертсенче ăна кураканпа пĕрле юрлатпăр. Юрăкĕвĕ тĕнчипе утмашкăн пулăшнă хаклă тепĕр çыннăм — музыка вĕрентекенĕ Аркадий Петрович. Тĕрĕссипе, вăл мана чи малтан сцена çине кăларчĕ. Калиновкăра иртнĕ «Акатуйра» «Кĕтӳç юрри» шăрантартăм. Паянхи пек астăватăп çав куна. Хамăн чĕркуççи чĕтрет… Анчах юрра вĕçне çитичченех чиперех юрласа пĕтертĕм. Музыка тĕнчипе çывăхлатнă çын нумай пулнă манăн пурнăçра. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси шкулĕнче музыка вĕрентекенĕнче ĕçлерĕм. Тĕлĕнмелле ăслă, чаплă, пысăк та ăшă чунлă учительсем вăй хураççĕ унта, пурин çинчен те пысăк сас паллипе кăна çырмалла. Пулăшатчĕç, йăнăшсене асăрхаса каçаратчĕç. Ачисем те питĕ пултаруллăччĕ унта, ун пеккисем сайра тĕл пулаççĕ. Вĕренекенсемпе фольклор ушкăнĕ йĕркелесе район центрĕнче концертсем кăтартаттăмăр. Вăл шкулта нихăçан манăçми тăватă çул ĕçлерĕм эпĕ. Каярахпа хулана куçрăм, тĕрлĕ шкулта вăй хутăм. Шăпах çав çулсенче «Ритмы Чувашии» конкурс йĕркелеме пуçларĕç. Йĕпреçри культура çуртĕнче ĕçлекен Олег Антонов сĕннипе, хавхалантарса пынипе эпĕ те хутшăнса пăхма тĕв турăм унта. Унăн «Аса ил мана» юррипе 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Çакăнтан хам та тĕлĕнтĕм, мала тухма пултарасса пачах та шанманччĕ. Пултарулăх тĕнчинче çакăн хыççăн ытларах çаврăнкалама пуçларăм. Композиторсемпе, юрăçсемпе паллашрăм. Петр Романовпа шăпах çавăн чухне тачă çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр. Эстрадăна тухмашкăн мана вăл пулăшрĕ. Виктор Дмитриевпа пĕрле нумай ĕçлерĕмĕр. Юрăсене «пĕçерсе çитермешкĕн» Халăх пултарулăх çуртĕнче вăй хуракан Светлана Михайлова нумай пулăшатчĕ. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


«Ывăл пĕр килограмм çеç таятчĕ»

«Миша ырă кăмăллă та хаваслă ача. Палламан çынпа хăвăртах пĕр чĕлхе тупма пултарать», — каласа кăтартрĕ ывăлĕ пирки амăшĕ Яна Лукоянова. Вĕсем Сĕнтĕрвăрринчи ача-пăча библиотекинче иртекен мероприятисене тăтăшах çӳреççĕ. Мишăна яланах кĕтеççĕ вулавăшра.

28 эрнере çуралнă

«Сирĕн ывăлăр ура çине тăраймĕ, калаçаймĕ, кăмăл-туйăмне палăртаймĕ», — тенĕ тухтăрсем Яна Владимировнăна 11 çул каялла. Лукояновсем 2 хĕрачана ура çине тăратнă. Виççĕмĕш хут çие юлни кил хуçи хĕрарăмĕшĕн пысăк кĕтменлĕх пулнă. Аслă хĕрĕ ун чухне 18 çула çитнĕ. «Кашни хĕрарăм сывă пепке çуратма ĕмĕтленет. Вăл чĕре айĕнче аталаннă хушăра унпа калаçать, часрах алла тытса хăйĕн ăшăлăхне парнелесшĕн сĕмленет. Эпир Йошкар-Ола хулинче пурăнаттăмăр. Миша çут тĕнчене килме васкарĕ — 28 эрнерех çуралчĕ. Ăна тӳрех реанимацие илсе кайрĕç. Вăл аппарат пулăшнипе сывларĕ. Ывăлăма пĕрремĕш хут курсан шиклентĕм. «Ку чăмаккаран мĕнле çын тумалла-ши?» — шухăшларăм шикленсе. Вăл 3 эрне реанимацире пулчĕ. 4-мĕш эрнере ăна илсе тухмаллаччĕ, анчах Мишăн пуç мимине юн кайнă. Ирхине больницăна çитрĕм те ывăлăма çĕрле республика сыватмăшĕнче операци тунине пĕлтĕм», — аса илчĕ пурнăçри çăмăл мар тапхăрне Яна Владимировна. Мишăн пуçне шунт вырнаçтарнă, пурнăçне çăлса хăварнă. Виçĕ уйăх çурăран çеç ачана больницăран илсе тухма ирĕк панă. «Çак саманта çемйипех кĕтрĕмĕр. Мишăна киле илсе килсен пирĕн пурнăç улшăнчĕ. Ывăлăн кĕлетки пĕчĕкчĕ — пĕр килограмм çеç таятчĕ. Ача ир те каç макăрчĕ. Ăна мĕнпе пулăшмаллине пĕлмерĕм. Сăпка юрри ярсан кăшт лăпланатчĕ, тĕлĕрсе илетчĕ те часах вăранса макăрма пуçлатчĕ. Пĕчĕкскер ăçта тата мĕн ыратнине калаймасть-çке. Пĕр-пĕринпе черетленсе ача пăхаттăмăр. Эпĕ виçĕ сехетлĕхе çывăрма выртнă вăхăтра упăшка ывăлпа ларчĕ, аслă хĕрĕм те самай пулăшрĕ. «Нушаланса çитет», — терĕм те тухтăр патне кайрăм. Вăл мана итлерĕ, Миша валли эмел сĕнчĕ. Çавăн хыççăн ача хăйне лăпкăрах тытма пуçларĕ. Вăхăт иртрĕ, ывăл вăй илчĕ, кулма пуçларĕ. Эпĕ Шупашкарти «Пирĕшти ачасем» общество ертӳçипе Екатерина Фирсовăпа паллашрăм. Вăл Мишăна реабилитацие илсе кайма сĕнчĕ», — каласа кăтартрĕ амăшĕ. Яна Владимировна ывăлĕпе Челябинскри реабилитаци центрне çулталăкра икĕ хут çӳреме пуçланă. Унта ĕçлекен Китай çыннисем ДЦПпа чирлĕ ачасене хăйне евĕр массаж тунă, йĕп терапийĕ ирттернĕ. Миша Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан ятарлă /коррекци/ вăтам шкулта ăс пухать. Уроксене дистанци мелĕпе ирттереççĕ. Вăл вырăс чĕлхипе олимпиадăна та хутшăннă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.