Чăваш хĕрарăмĕ 14(1344) № 11.04.2024

11 Ака, 2024

Хал хăйне те телекуравпа пăхаять

«Эпир яланах чи малтан çын сăмахĕ пирки шухăшлатпăр. Ялта пушшех ку йăла çирĕп: кÿршĕ-аршă, тăвансем ăна-кăна мĕнле йышăнасси пуринчен ытла пăшăрхантарать. Çакна пулах эпĕ мăшăртан уйрăлсан аттепе аннерен сăмах лекрĕ. Çывăх çынсем манăн утăма сивлесе йышăнчĕç, тус-юлташăмсем те писрĕç. Çав вăхăтрах хам туслă çемьере çитĕннине те каласа хăварас килет. Анне район администрацийĕнче ĕçлетчĕ, атте вара шăллăмпа мана тимлетчĕ. Вĕсен шухăшĕпе çемье пурнăçне, вăл ăнăçсăр пулин те, аркатмалла мар», — пулнииртнине куç умне кăларса чунне уçрĕ икĕ ывăл амăшĕ Екатерина Синцова.

Венчет çĕррине те…

Йывăрлăхсене парăнакан йышши мар Катя. Тăван килĕнчен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мучикассинчен, уйрăлсан Шупашкара çул тытнă вăл, Раççей патшалăх социаллă университетне юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çемье çавăрнă. Йăлтах пурнăç еккипе пулса пынă темелле. Анчах… Яланах пирĕн çул çинче «анчах» тупăнать çав. Çемье пурнăçĕн карапĕ кĕске вăхăтрах арканнă. Мăшăр пĕрле хваттер туяннă пулнă. Уйрăлсан упăшки Екатеринăна 3 çулти ывăлĕпе килĕнчен кăларса янă. Çав тапхăрта пулăшакан, хавхалантаракан пулманран çамрăк хĕрарăма мĕн тери йывăр килнине каламах та кирлĕ мар-тăр. Коллцентрта ĕçлесе илнĕ шалупа пурнăçне аран сыпăнтарнă вăл. Тара тытнă хваттершĕн тÿлеме, апат-çимĕçпе çи-пуç туянма сахал мар тÿлемелле. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран Катя хăйĕн ылтăн капăрлăхĕсене ломбарда леçнĕ, çав шутра венчет çĕррине те… Çемье арканнăшăн чи çывăх çыннисем хутшăнма пăрахни çамрăк амăшĕн чунне ыраттарнă. Анчах хуçăлса ÿкмен вăл, шăл çыртса малалла талпăннă. Пĕчĕк ывăлĕшĕнех, ăна çынран кая мар апатлантарассишĕн, тумлантарассишĕн тăва та тепĕр май çавăрма хатĕр пулнă. Вăхăт сурансене сиплет. Катя йывăрлăхсене сирме пултарнă, ипотекăпа хваттер те туяннă. Пурнăçĕ йĕркеленсен ăнсăртран кафере Йошкар-Ола каччипе Генăпа паллашнă вăл. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ вĕсем. Екатерина хăй пирки йăлтах тĕрĕссине каласа кăтартнă: мăшăрĕнчен уйрăлнине те, ача пуррине те пытарман. Гена лăпкăн йышăннă çакна. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


«Ял-ял тăрăх çÿреĕ чухне вырăнти юрăсене çырса илеттĕм»

«Чăвашсем — мăнаçлă халăх, анчах эпир хамăр çакна тĕшмĕртместпĕр те пулас. Аякри çĕрсенче вара пире тĕлĕнмелле хапăл туса кĕтсе илеççĕ, тумсенчен хытă тĕлĕнеççĕ, чăваш питĕ пуян иккенне палăртаççĕ: ара, тухья-хушпу, тевет-шÿлкеме таврашне йăлт укçапа илемлетнĕ вĕт. Пирĕн несĕлĕмĕрсем чăнласах пуян пулнă, шел те, чикĕ леш енче çакна хамăртан та лайăхрах кураççĕ. Нумай çĕршыва çитрĕмĕр: Турци, Бельги, Германи, Франци, Нидерланд, Финлянди, Швеци, Молдави… Пур çĕрте те питĕ лайăх кĕтсе илеççĕ. Юрласа ярсан халăх шăпланать… Телее, пирĕн ушкăнра чĕлхеçĕ пур та, Александр Степанов туххăмрах вырăсла куçарса пырать. Астăватăп: Германире пулса иртнĕччĕ ку. Концертăн палăртнă программине вĕçлерĕмĕр, анчах та халăх саланмасть. Малалла тăсма ыйтаççĕ. Мĕн тумалла? Туй йăли-йĕркине кăтартма тĕв турăмăр: качча тухакан хĕрĕн, унăн çуммин йĕрри… Куракана тем пек килĕшрĕ. Чаршав хупăннă хыççăн тумтире улăштарса урама тухрăмăр. Пĕтрĕмĕр! Çынсем саланма шухăшламаççĕ те — пире урамра кĕтсе тăраççĕ! Икĕ енĕпе тăрса тухса «чĕрĕ» коридор йĕркелерĕç, автобус патне çитиччен тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. Тепĕр тĕслĕх Финляндирен асра юлнă. Юрă-кĕвĕ сасси шăплансан пирĕн пата аслă çулсенчи финн пычĕ, хăй концертпа чунран киленнине пĕлтерчĕ, асламăшĕ шăпах çак кĕвĕсене шăрантарнине каласа пачĕ…» — аса илÿсенчен пуçларĕ калаçăва «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Диана Сусарина.

Йĕпреç ташши — чи юратни

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче культура тытăмĕнче хăш-пĕр улшăну пулса иртрĕ. Фольклор хăватлăн вăй илсе аталанма тытăнчĕ. Шупашкарта ун чухне «Уяв» ушкăн ячĕ кĕрлесе тăратчĕ, республикипе кăна мар, тĕнчипех сарăлса хăвăрт çĕкленчĕ вăл. 2000-мĕш çулсенче ăнсăртран кĕмсĕрт пулса иртрĕ темелле. Çак ушкăн никам кĕтмен çĕртен икĕ пая пайланчĕ, саккăрăн уйрăлса тухса «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕç. Кун пек тĕслĕх пултарулăх ушкăнĕсен хушшинче татах та пулчĕха. Сăмахран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем йĕркеленĕ «Мерчен» ансамбль «тăван килтен» çунат сарса вĕçсе тухса кайрĕ те вăрах тытăнса тăраймарĕ, саланчĕ. «Шуçăма» вара урăхларах шăпа кĕтрĕ темелле. Шăпах çакăн çинчен калаçрăмăр та ушкăнăн яланхи ертÿçипе, ларма-тăма пĕлмен, çивĕч, ĕçчен, харсăр та хастар Диана Сусаринăпа. «Шуçăм» çинчен ку таранччен те çырнă-ха, анчах та «амăшĕ» çумĕнчен мĕнле сăлтава пула уйрăлса тухнине ыйтма хал çитереймен. Хальхинче калаçăва шăпах çавăнтан пуçларăмăр. <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Программистсем пустуй сăмах вакламаççĕ

Пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕрен-ши Елена Федорова мĕн пĕчĕкренех хăй тĕллĕн йышăну тума хăнăхнă. Шкултан киле парса янă ĕçсене никам хистемесĕрех хатĕрленĕ, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă. Муркаш районĕнчи Отикасси шкулĕнче ăс пухакансенчен Елена пĕртен-пĕр «отличница» пулнă. 9-мĕш класчен — ялта, 10-11-мĕшсенче Муркашри лицейра вĕреннĕ вăл. Професси пирки шухăшлама вăхăт çитсен хĕр никам сĕнмесĕрех, пулăшмасăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне çул тытнă. «Анне бухгалтерта тăрăшатчĕ, аппа экономист специальноçне алла илчĕ. Эпĕ суйланă факультета вĕренме кĕрес текен нумайччĕ пулин те документсене кайса патăм. Шăпах çав вăхăтра унта бизнес тата информатика енĕпе бакалавриат уçăлнăччĕ. Унта та документсем тăратрăм. Çак факультета тÿлевсĕр майпа вĕренме кĕрсе ИТ енĕпе пĕлÿ илтĕм. Бизнес тата информатика енĕпе тăрăшакан çын программистсемпе заказчиксен хушшинчи специалист темелле. Заказчик хăйне мĕн кирлине нумай чухне ăнлантараймасть, ку ĕçе шăпах бизнес-аналитик пурнăçлать. Заказчик курăмĕпе шухăшне программа разработчикĕсем патне ИТ-чĕлхипе илсе çитерет», — каласа кăтартрĕ хальхи вăхăтра Шупашкар хулинчи пĕр ИТ-компанире программистра вăй хураканскер. Муркаш районĕнчи Шупуç ялĕн пики анлă сарăлнă профессисенчен пĕринпе паллаштарчĕ.

Вĕрен те вĕрен

— Елена, программировани мĕнпе кăсăклăха?

— Код çыратăн та… вара программа пулса тăрать. Программист нимрен нимĕр тăвать. Пирĕн компани больницăсем, аптекăсем, страхлакан компанисем валли программăсем çырать. Эсĕ тунă ĕç çынсене пулăшнине, вĕсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатнине ăнланни малалла ĕçлеме хавхалантарать. Бакалавриатра вĕреннĕ хушăра программа çырасси шутсăр кăсăклантарчĕ. Кайран магистратурăна кĕтĕм. Мана, çамрăк специалиста, пĕр ИТ-организацие йыхравларĕç. Хушнă заданисене йăлтах пурнăçлама тăрăшаттăм-ха, анчах çăмăл марччĕ. Мансăр пуçне компанире 1С программист çукчĕ, ыттисем урăххисемпе ĕçлетчĕç. Тепĕртакран организаци ертÿлĕхĕ мана разработчике вĕренме ячĕ. Программа çырас ĕçе пĕлÿ илнĕ май хăнăхса пытăм. Нумаях пулмасть пысăкрах должноçа куçарчĕç мана, халĕ разработчиксен уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Хамăн професси яланах çĕннине вĕренме тивнипе уйрăмах кăсăклă. Ку тытăмра ĕçлекенĕн ăсталăх чикки çук. Вĕрен те вĕрен. Сăмах май, халĕ эпĕ вебпрограммирование ăса хыватăп. Çĕнĕ должноç тивĕçĕсене те вĕренсе пыратăп. \ — Пысăк яваплăхлă професси сирĕн. Шиклентермест-и ку?

— Çук. Çĕнĕ должноçа куçни вăл аталану, ÿсĕм.

— ИТ арçын ĕçĕ шутланать теççĕ. Сире каччăсем ĕçтешĕрсем мĕнле йышăнаççĕ?

— Пĕррехинче пирĕн пата çĕнĕ программист йĕкĕт вырнаçрĕ. «Хамăн пурнăçра пуçласа хĕрсене разработчиксене куратăп», — шалтах тĕлĕннĕччĕ вăл. Манăнни пек специальноçлă пикесенчен хăшĕ-пĕри тĕлĕнет. Ĕçе вырнаçсанах хĕрсем яшсенчен ытларахчĕ кунта. Кайран вĕсен йышĕ пĕр пекленчĕ. Халĕ вара разработчиксенчен чылайăшĕ — каччăсем. Ку тытăмра хĕрсем те ĕçлеме пултараççĕ — çирĕплетсех калатăп. ИТ специалистсенчен нумайăшĕ арçынкаччă пулни вĕсен техникăлла шухăшлавĕпе çыхăннă-тăр. Кунта çакна та палăртам: программистсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: система тата бизнес программисчĕсем. Пĕрремĕш йышрисем платформа хатĕрлеççĕ, кайран ытти айтишник унпа ĕçлет. Система программисчĕ пулма йывăр. Ку ĕçе кашниех тума пултараймасть. Пирĕн организацире унашкал специалист 2-3 çын çеç. Эпĕ бизнеспа логикăшăн яваплă. Арçын ĕçтешсем чиперех йышăнаççĕ, пĕр шайрах калаçаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Пирĕн ĕçре пурте пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, коллектив çемьери пек туслă. ИТ-специалистсен ушкăнпа ĕçлеме пĕлмеллех. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.