Хыпар 34 (28210) № 02.04.2024

2 Ака, 2024

Чăваш поэзине юратакансем тупăшрĕç

«Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан «Çамрăксен хаçачĕ» кăçалхипе тăваттăмĕш хут «Поэзи баттлĕ» конкурс ирттерчĕ. Унта хутшăннисем чăвашла 5 сăвăран кая мар пăхмасăр вуласа тупăшрĕç. Вĕсене пурне те пĕр туртăм пĕрлештерчĕ — кашниех «Çамрăксен хаçатне» шĕкĕлчеме юратать тата чăваш поэзине кăмăллать.

Мероприятие уçма ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Алина Федорова хутшăнчĕ. Вăл конкурса йĕркелекенсемпе хутшăнакансене чăваш поэзине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Жюри членĕсем /«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн — тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă сăвăç Альбина Юрату, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артистки Алевтина Семенова, Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, «Раççей Федерацийĕн воспитанипе çут ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Алина Николаева/ конкурсçăсен ăсталăхне, хайлава илемлĕ вуланине, хăйне евĕрлĕхе хакларĕç. Хутшăнакансем чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕн вуласа панипе пĕрлех куракансене хăйсем çырнă хайлавĕсемпе те паллаштарчĕç. Конкурса хутшăнас текенсем çулсерен йышлансах пыраççĕ. Ытти çул пултарулăх ăмăртăвĕнче Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Мальвина Петрова, Комсомольски округĕнчи Татьяна Матросова тата Елчĕк округĕнчи Анастасия Сидорова çĕнтернĕ. Кăçалхи тупăшăва ача садне çÿрекенсенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах — пурĕ 13 çын — хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитрĕç. Чи кĕçĕнни Шупашкарта пурăнакан Айдар Иванов пулчĕ. Вăл 4 çулта пулин те чăвашла сăвăсем вулама питĕ кăмăллать. Ивановсен çемйинче чăвашлăх тĕпре. Ахальтен мар ачисем валли чăн-чăвашла ятсем суйланă: Айдара хавхалантарма 2-ри йăмăкĕ Селиме те килчĕ. Арçын ача уява Петĕр Хусанкайăн «Эп — чăваш ачи» сăввипе уçрĕ. Залра пухăннисем пĕчĕкскере тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. 71 çулти Римма Майорова чунпа яланах çамрăк, мĕншĕн тесен вăл «Çамрăксен хаçатне» вулама юратать. Спектакльте те ăна хĕр рольне выляттараççĕ. Римма Николаевна ирхине вăрансан тĕкĕр умне тăрса сăвă калама, юрлама юратать. Хăй те сăвăсем шăрçалать. Вăл сăвă илемлĕ вуланисĕр пуçне юрласа та кăмăла çĕклерĕ. «Поэзи баттлне» чи хастар хутшăнаканни — Патăрьел округĕнчи Кивĕ Катек ялĕнчи 69-ти Галина Солдатова. Вăл пултарулăх тупăшăвне виççĕмĕш хут çитрĕ. Шупашкарта пурăнакан Наталья Александрова вара — иккĕмĕш хут. Вăл тĕп хулари 60-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентес тесе 26 çул тимлет. Пĕлтĕр Наталья Викторовна баттла хутшăнса хавхаланнипе кăçал та çак конкурсран юлас темен. «Кунта чăваш поэзине юратакан пысăк чун чĕреллĕ çынсем пуçтарăнаççĕ, — палăртрĕ вăл. — Кăçал çак конкурса ирттерессе чăтăмсăррăн кĕтрĕм, икĕ эрне маларах хатĕрленме пуçларăм. Тупăшу валли чи хумхантаракан тата чуна çывăх сăвăсем суйларăм. Малтанах пирĕн çĕршывра Çемье çулталăкĕ тесе йышăннине тĕпе хурса çак темăна халалланă сăвва вуласа патăм. Çемье — пурнăç тыткăчи, вăл кашни çыннăн пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавăнпа та конкурс валли пĕрле вĕреннĕ тантăшăн — Владислав Николаевăн — юптарăвне суйлас терĕм. Унăн хайлавĕ мана тÿрех чуна пырса тиврĕ». Тепĕр тапхăрта Наталья Александрова хăйĕн инкĕшĕн — Мария Каçалсем сăвăçăн — хайлавне вуларĕ. Çак поэтăн «Атте» ятлă сăвви уншăн та çывăх. «Ку хайлав манăн атте çинчен çырнăн туйăнать. Эпĕ ăна вуланă чухне хамăн тăван çыннăма аса илетĕп. Атте пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Эпĕ ăна паянхи кун та юратса аса илетĕп. Кашнинчех уншăн кĕлтуса тăратăп», — тăван çыннишĕн тунсăхлани унăн куçĕнче палăрчĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА

♦   ♦   


«Щукăра» чăваш артисчĕсене вĕрентме пуçлĕç

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тата Б.В.Щукин ячĕллĕ институт ректорĕ Евгений Князев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ валли кадрсем хатĕрлесси пирки калаçса татăлнă.

Евгений Князев наци театрĕсенче специалистсем çитменнипе çыхăннă йывăрлăхсене пĕлнине палăртнă. «Пирĕн шкула уçнăранпа кăçал — 110 çул, Вахтангов шкулĕн паллă вĕренекенĕ Борис Щукин çуралнăранпа 130 çул çитет. Мухтавлă Евгений Вахтанговпа Константин Станиславский театр искусствин тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлемелли меслетсене никĕсленĕ. Пирĕн ун тăрăх малалла ĕçлемелле», — тенĕ Евгений Владимирович. Светлана Каликова культура отрасльне аталантарма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нумай пулăшнине, Мускаври аслă шкулта наци театрĕ валли специалистсене хатĕрленин пĕлтерĕшĕ пысăккине лайăх ăнланни пирки каланă. «Вĕрентÿ пирки калас тăк… Пире ĕçлĕ хутшăнусен икĕ енĕ уйрăмах кăсăклантарать. Пĕрремĕшĕ — чăваш артисчĕсен курсне уçасси. Иккĕмĕшĕ — режиссерсене, художниксене, декораторсене, çутă художникĕсене хатĕрлесси. Пирĕн патра кун пек специалистсене вĕрентекен уйрăмсем çук», — пĕлтернĕ Светлана Каликова. Светлана Каликова çавăн пекех Чăваш Енре шкул театрĕсен «Асам» фестивальне ирттерни çинчен каласа кăтартнă. Тĕлпулура Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтне Б.В.Щукин ячĕллĕ театр институтĕнчен педагогсене чĕнсе илесси пирки те калаçнă. «Пирĕн регионсене тухса çÿрекен преподавательсем пур. Вĕсем методика литературине илсе каяççĕ, театр студийĕн ертÿçисемпе ĕçлеççĕ», — тенĕ Евгений Князев. «Щука» ертÿçипе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси, Чăваш Республикинчи Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрех пуç¬ ланнă. «Раççей халăх артисчĕпе иртнĕ çул Раççей Федерацийĕнчи Театр деятелĕсен союзĕн с±ездĕнче паллашрăмăр. Çавăн чухне унпа Чăваш Енри çамрăксене Б.В.Щукин ячĕллĕ института тĕллевлĕ вĕренме ярассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Унччен пирĕн М.С.Щепкин училищипе, ГИТИСпа çыхăнусем пулнă. Мускавран артистсен юлашки ушкăнĕ 2001 çулта вĕренсе килчĕ. Унтанпа сцена ăстисене хамăр патрах хатĕрленĕ. Килес çул кун-çулне театрпа çыхăнтарма хатĕр пултаруллă çамрăксене пуçтарса Щепкин ячĕллĕ института вĕренме ярасшăн. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Мăшăрне тăванĕсемпе паллаштарма илсе килнĕ те…

Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче пурăнакан Иринăпа Сергей Абрамцовсем тăватă ача çитĕнтереççĕ. Ашшĕ-амăшне кура тĕпренчĕкĕсем те ĕçчен, туслă ÿсеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем вĕренÿре те маттур.

Тăван çĕршывра курăк та симĕсрех Кил хуçи Сергей Богданович Краснодар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш хĕрĕпе вăл Дон çинчи Ростовра паллашнă. Иринăна, Шупашкарти пĕр суту-илÿ фирминче тăрăшаканскере, çак хулари фирмăна опыт пухма янă. Çамрăксем çакăнта пĕр-пĕрне тупнă та. Ирина Геннадьевна каланă тăрăх, тăван ен ăна яланах хăй патне туртнă. «Тăван çĕршывра курăк та симĕсрех, шыв та йĕперех», — теççĕ халăхра. Çуралнă кĕтес хăть камшăн та хаклăрах пулĕ. Мăшăра тăвансемпе паллаштарма илсе килтĕм те ют тăрăха каялла каяс килмерĕ. Çаплипех тăван ялта пурăнма пуçларăмăр. Сергее те килĕшет Чăваш çĕрĕ. Эпир кунта 20 çула яхăн пурăнатпăр. Çакна та асăнса хăварас килет: чăваш халăхĕн тăванлăх туйăмĕ вăйлă. Çакна эпĕ ют çĕрте пурăннă чухне туйрăм. Унсăр пуçне пысăк инкек куртăмăр эпир: атте-анне çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленчĕ. Пушар хыççăн хапхан тăватă юпи юлчĕ. Çурт-йĕре çĕнĕрен хăпартма ял çыннисем, тăвансем пулăшрĕç пире. Çакăн чухне тăванлăх вăйне эпĕ тепĕр хут туйса илтĕм», — калаçăва пуçларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çамрăк çемье малтанах ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăннă. Халĕ вара çĕнĕ урамра çĕнĕ çурт хăпартнă. Мăшăрĕ тăрăшуллă пулнине палăртрĕ Ирина. Хăй вăхăтĕнче юхан шыв училищинчен вĕренсе тухнăскер халĕ стройкăра тăрăшать. Тепĕр чухне, ют хулара вăй хунă май, вахтăпа ĕçлеме те тивет унăн. Йышлă çемьене тăрантармалла, тумлантармалла-çке. Çуртйĕр те çавăрмалла, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтăсем те кирлĕ. «Эпĕ вара — кил-çурт управçи, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Ачасене воспитани панăшăн мăшăр мана тав тăвать ялан. Аслисем çитĕнчĕç, халĕ хамăра пулăшаççĕ. Çурт тунă чухне ывăл Глеб ашшĕне чылай пулăшрĕ. Хĕрĕм Вероника та манпа юнашар пулчĕ. Анита пĕчĕкрех-ха, çапах та йăмăкне пăхать. Алиса 7 уйăхра кăна». Сăмах май, Ирина Геннадьевна хăй вăхăтĕнче Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Декрет отпускне кайиччен хула больницин травматологи уйрăмĕнче, Сителти ФАПра ĕçленĕ. Унта вăл «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçе вырнаçнă. Çулĕ çывăх мар пулсан та аптăраса тăман чăваш хĕрарăмĕ. Ахальтен мар вăл çăмăл машина рульне алăран ямасть. «Земство фельдшерĕ» программа медицина ĕçченĕсене хавхалантарни, пурнăçра пысăк пулăшу панине çирĕплетрĕ Ирина Абрамцова. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Чĕрне сиплеме Чулхула облаçĕнчен те çитеççĕ

Хĕрлĕ Чутай округĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекенсем сахал мар. Вĕсем хушма хуçалăх аталантараççĕ, бизнес йĕркелеççĕ... Туктамăшри Алиса Морозова та патшалăх пулăшăвĕпе салара илем салонĕ уçнă.

Ачаран такăрлатнă сукмакпа Пĕрремĕш шалăва шкула кайичченех ĕçлесе илнĕ вăл. Кукамăшне чĕрнине илемлĕ касма пулăшнă. Ватă çын мăнукĕн тăрăшулăхне тивĕçлипе хакланă, пылак çимĕç туянмалăх укçа тыттарнă. Хĕрача кĕçех маникюр хатĕр-хĕтĕрĕпе те кăсăкланма тытăннă. Ăна чĕрне илемлетсе сăрлама уйрăмах килĕшнĕ. Амăшĕ тĕпренчĕкĕ тăрăшнине кура хирĕçлемен, лак-гельпе усă курма ирĕк панă. Çитĕнерехпе Алисăн чун туртăмĕ вăйланнă кăна, çине тăрсах маникюр ĕçне алла илнĕ. — Вун пĕрмĕш класра вĕреннĕ чухне тăванăм маникюр валли ятарлă лампа парнелерĕ. Анне вара паха гель, лак туянма пулăшрĕ. Хĕреснанне чĕрнене илемлетес вăрттăнлăхпа паллаштарчĕ. Çывăх çынсем, интернет пулăшнипе куллен ăсталăха туптарăм. Манăн ĕçе ырласа йышăнни илемлĕх тĕнчине сукмак хывма пулăшрĕ. Уроксем хыççăн ыттисен чĕрнисене илемлетме тытăнтăм. Малтанхи тапхăрта тĕпелте ĕçлерĕм. Çапах тĕпел — апат-çимĕç хатĕрлемелли, апатланмалли вырăн. Унта варалас килменрен сĕтеле зала куçартăм, — каласа пачĕ хĕр. Тантăшĕсем, çывăх çыннисем, пĕлĕшĕсем… — клиентсен йышĕ ÿссех пынă. Вĕсене хĕрача ĕçе типтерлĕ, тĕплĕ пурнăçлани кăмăла кайнă. Çитменнине, хаклă та мар. «Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать», — тенĕ. Пус çумне пус хушсан тенкĕ пуçтарăнатех. Алиса ĕçлесе илнĕ укçапа маникюр хатĕрĕсем туяннă, репетиторшăн тÿленĕ. Вăл тĕп тивĕçне те манман, ĕçленĕ хушăрах тăрăшса экзаменсене хатĕрленнĕ. Час-часах сĕм çĕрлеччен вĕренсе ларнă е аллинчи кĕнекепех çывăрса кайнă. Пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер хими, биологи предмечĕсене тарăннăн ăса хывнă. — Шкул пĕтернĕ май аннерен парне шучĕпе маникюр курсĕшĕн тÿлеме ыйтрăм та килĕшрĕ. Курсра пĕлĕве ÿстерни çак ĕçе лайăхрах пĕлме, ăнланма пулăшрĕ. Кун хыççăн хама вăй хушнăн туйрăм, илем тĕнчинче хăюллăрах тытрăм. Ĕнтĕ ялта кăна мар, хулара çак ĕçе малалла тăсрăм, — терĕ Алиса Морозова. Ăсталăх, клиентсен йышĕ ÿссе пыни, юратнă ĕç умри çулне улăштарнă. Тухтăр пулма хатĕрленекенскер университета мар, медицина колледжне çул тытнă. Аслă шкулти вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарма йывăррине ăнланнă вăл. Чун туртăмĕ вара ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнине çĕнтернĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.