Хыпар 35-36 (28211-28212)№№ 05.04.2024

5 Ака, 2024

Салтаксем валли 400 кĕпе-йĕм çĕленĕ

«Ватă çын — тăватă çын», — тенĕ ĕлĕкрен. Паянхи аслă ăрури çынсем пирки, чăн та, çакăн пек каламалла пулĕ. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсем пĕрремĕшсем пулса ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма васкаççĕ. Вĕсем, терт-нуша курнăскерсем, пурнăçа лайăхрах ăнланаççĕ. Çавăнпа та йывăр вăхăтра хăть кама та алă параççĕ.

Паянхи кун пур çĕрте те маскировка тетелĕсем, салтаксем валли алса-нуски çыхаççĕ, апат-çимĕç пуçтараççĕ тата ыт.те. Сăваплă çак ĕçе çичĕ-сакăр теçеткерен иртнĕ çынсем те хутшăнаççĕ. Акă Элĕк округĕнче пурăнакан 86 çулти Мария Семенова салтаксем валли алса-нуски çыхнă. «Çак ĕçе тума мана никам та хушман, — тет вăл. — Эпĕ хам ирĕкпе пуçăнтăм. Манăн атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, çывăх тăван Афган вăрçинчен аманса таврăнчĕ. Салтаксене, вĕсен ачисене пулăшма, ман шухăшпа, Турă хушать». Тăван çĕршывăнАслă вăрçи вăхăтĕнче те тылри çынсем фронта пулăшнине лайăх ăнланать Мария Семенова. Курăмлă çав пулăшу Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă та. Шупашкар округĕнчи Апаш ялĕнчи «кĕмĕл» волонтерсен ушкăнĕ асăннă тăрăхра чи малтан маскировка тетелĕ çыхма тытăннă. Унтанпа ăна салтаксем патне вун-вун хатĕрлесе ярса панă вĕсем. Ушкăн ертÿçи Мария Иванова палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра «кĕмĕл» волонтерсем шлем çийĕн тăхăнмалли тата çурăм çине пĕркенмелли хатĕрсем çыхаççĕ. Окоп çуртисем те хатĕрленĕ. Ку ĕçе 15 çын хутшăннине каларĕ Мария Германовна. Шкул ачисене, клуба спорт секцине çÿрекен çамрăксене те явăçтараççĕ. Çак тĕслĕх пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парасси халĕ нихăçанхинчен те пĕлтерĕшлĕ. «Çар çыннисене ку хатĕрсем питĕ кирлĕ. Çавăнпа та эпир лăпланса ларасшăн мар, ĕçе малалла тăсасшăн. Салтаксене, хамăрăн хÿтĕлевçĕсене, эпир маскировка тетелĕпе тивĕçтерни çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине пĕлтерет. Унсăр пуçне эпир вĕсен пурнăçне çăлатпăр-çке», — терĕ Мария Германовна. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Унăн тăванĕсем ăванĕсем теçар тивĕçне чыслăн пурнăçланă

Ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе кайнисем çинчен эпир пĕрре çеç мар çыртăмăр. Вĕсен йышĕнче — Александр Николаев та. Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварта çуралса ÿснĕскерпе çак кунсенче çыхăнса калаçрăмăр.

ЧĂВАШ БАТАЛЬОНĔПЕ КАЙНĂ. Çар ретне вăл 2022 çулхи утă уйăхĕнче тăнă. Александр Раççейĕн интересĕсене çарта хÿтĕлесси арçыннăн тивĕçĕ пулнине ăнланса çула тухнă. Мăшăрне Ольгăна хăйĕн тĕллевĕ çинчен пĕр кунмаларах çеç пĕлтернĕ вăл. Тăватă тĕпренчĕкне амăшĕпе хăварма тивнĕ унăн. — Виçĕ ачаллă çемьере çуралса ÿсрĕм. Икĕ аппа тата эпĕ. Кĕçĕнни пулсан та ачаш çитĕннĕ тееймĕп. Ялта апла пулма сăлтавĕ те çук. Арçын ача валли ĕç туллиех унта. Çавăнпа салтака кайиччен кĕлеткене ĕçпе пиçĕхтерни усăллă пулнă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен автомеханика вĕренсе тухсан салтака кайрăм. Инçет хĕвел тухăçĕнче икĕ çул службăра тăтăм. Хабаровск крайĕнче кунтинчен сивĕрехчĕ. Салтак пурнăçĕ чукун çул çарĕнче иртрĕ. Йывăрри те, çăмăлли те пулнă — пурне те хăнăхнă, — иртнине аса илчĕ Александр Николаев прапорщик. СВОна кайнă чухне ăна мăшăрĕ Шупашкара ăсатма пынă. Паллах, куççульленнĕ. Ытти чăваш арĕпе пĕрле Александр Оренбург облаçĕнчи çар чаçне çитнĕ. Кунта çар тивĕçне тепĕр хут хăнăхтарнă. Ун хыççăн чăваш батальонĕ вырăссене неонацистсен пусмăрĕнчен хăтарма çапăçу хирне тухса кайнă. ТЫТКĂНРИСЕН ЯЛАН ПĔР СĂМАХ. — Авăн уйăхĕччĕ. Шăрăхчĕ. Эпир чарăннă облаçре кăштах вăрманлăччĕ, унта вырнаçрăмăр. Рота старшини пулнă май салтаксене апат-çимĕçпе тата ытти япалапа тивĕçтерес яваплăх ман çинчеччĕ. Икĕ çулта темиçе облаçе куçмалла пулчĕ. Запорожье тата Херсон тăрăхĕсенче пурăнакансем кăмăлĕпе çемçерех туйăнаççĕ. Тепĕр облаçра вара тÿрех уйрăлса тăраççĕ. Раççей салтакĕсем çине сиввĕн пăхни те палăрать. Херсон облаçĕнче пулнă вăхăтра неонацистсене тыткăна илнĕччĕ. Хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе вĕсен пуçĕсене михĕсем тăхăнтартнăччĕ. Тыткăнри неонацистсен ялан пĕр сăмах: эпир çапăçасшăн мар, пире ирĕксĕрлесе пăшал тыттарнă… Ÿкĕннĕ пек кăтартасшăн хăйсене. Ялсене илес тĕк, вĕсен Совет Союзĕ вăхăтĕнче хăпартнă çуртсем, кивелнĕскерсем. Пирĕн патра самай лайăхрах пурăнаççĕ. Пÿртсен тăррисене витнĕ шиферсем кивелсе тĕссĕрленнĕ. Вĕсем те иртнĕ ĕмĕрти, союз вăхăтĕнчи ĕнтĕ. Унта пурăнакансем çĕр ĕçĕнче тăрăшаççĕ, сухалаççĕакаççĕ. Аçтăрхан мăйăрĕ ÿсет. Ăна çисе курнăччĕ. Çăвăнма шыв скважинăран ăсатпăр, ĕçме вара — çăл куçран, — каласа кăтартрĕ Çĕрпÿ арĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

♦    ♦    


Тупăш хак куçĕнчен пăхать

Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра апатлăх çĕр улми тата унăн вăрлăхне сутас, çурхи ĕçсене хатĕрленес тапхăр малалла пырать. Ăна епле йĕркеленĕ?

Туянма куллен килеççĕ «Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 2024 çулта вăрлăх сутмалли плана 65% таран пурнăçларăмăр, — пĕлтерчĕ обществăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин. — Управсенче апатлăх тата вăрлăх 1000-шер тонна таран выртать. Республикăри, çĕршывăн кăнтăрти регионĕсенчи мĕн пур йышши хуçалăхсене тиесе яратпăр. Тутар, Мари республикисене, Чулхула, Ульяновск облаçĕсене ăсатма михĕсене тултаратпăр. Сăмахран, Комсомольски округĕнчи «Рассвет» кооператива сутма килĕшÿ çирĕплетрĕмĕр. Ăна «Батыревский», «Исток» обществăсемпе ªПатăрьелº, «Мураты» ЯХПКпа ªВăрнарº, Г.Н.Ямуков фермерпа ªВăрмарº, «Таябинка» агрофирмăпа ªКрасноармейскиº, ытти хуçалăхпа çирĕплетме палăртрăмăр. Кил хуçалăхĕсенче начар вăрлăхпах çырлахнине пĕлетпĕр, çавăнпа вĕсене те тивĕçтерĕпĕр. Хуçалăхсен транспортне тиесе янипе танлаштарсан ку ĕçе йĕркелесси пирĕншĕн чăрмавлăрах, предпринимательсене варамеллĕрех. Вĕсемял çыннисемвалли Комсомольскинчи тата Елчĕк округĕнчи Кÿлпуç ялĕнчи управсенчен турттараççĕ. Нумай туянсан хака йÿнететпĕр. Пирĕн продукцие иртнĕ çул туяннă регионсен списокĕ вăрăм: Краснодар крайĕ, Астрахань, Ростов, Воронеж, Оренбург облаçĕсем, Тутарстан…» Ертÿçĕ хăйне Краснодар крайĕнчи фермер çĕр улми лартнă чухне, нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче, хиртен ярса панă видеосюжета кăтартрĕ. Вăл вăрлăха «Çĕр улмине мухтавран» туяннă, уншăн ертÿçине тав тунă. Агрофирма хуçалăхсене паха вăрлăх хатĕрлесе панине çĕр улмине тĕпчекен институтсем çирĕплетнĕ, ЧР Правительстви тивĕçлипе хак панă. Чи пысăк хаклав — продукци туянма кунта хуçалăхсем хамăр округсенчен, республика тулашĕнчен çуллен килни. Агрофирма шăваракан лаптăксенче çеç вăрлăх туса илет, ĕçе наука никĕсĕнче йĕркеленĕ. Хуçалăхсем кунта Раççейре е чикĕ леш енче селекцилесе кăларнă сортсене туянма пултараççĕ. Калăпăр, «Гала» çĕр улми питĕ йышлă тăвать, çавăнпа тăпраран нÿрĕк тата хăйне çитĕнме кирлĕ апат ытларах ыйтать, комбайнпа пухса кĕртнĕ чухне тимĕртен сĕртĕнсе ванмасть — ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсемшĕн чухах. Вĕсем «Галăна» минерал удобренийĕ лайăх тухăç илме кирлĕ чухлĕ парса, çулла шăварса е нÿрĕк ытларах тытакан лаптăкра ÿстерсе чылай пухса кĕртееççĕ. Тутине килĕштернĕрен ăна кил хуçалăхĕнче е дачăра та çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Анчах: «Вĕтĕ пулать», — теççĕ. Паллах, начар апатлантарсан, нÿрĕк çитмесен «Гала» шултра пулаймĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Ачаран улма-çырла çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ

Олег Исаев садĕнче çу кунĕсенче çăтмахри пек туйăнать. Улмуççи, груша, иçĕм çырли, абрикос, алыча, кашкăр çырли, илемлĕ ÿсен-тăран… — мĕн кăна çитĕнмест-тĕр. Çуркунне çитнĕ май кунта хĕрÿ тапхăр пуçланать: чирлĕ е хăрнă турата иртмелле, апатлантармалла, хунав лартмалла… Сад ăсти çурхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Ытлашши турата иртмелле — Çанталăк ăшăтнă, садра юр ирĕлнĕ май ĕç хушăнать. Çÿллĕ йывăçсен — улмуççи, груша, абрикос, черешня, слива — турачĕсене иртме вăхăт. Хальлĕхе ÿсен-тăран хĕл ыйхинчен вăранайман-ха, папкисем çывăраççĕ. Сĕткен куçма тытăнсанах йывăç-тĕм удобрени — азот, фосфор, кали — йышăнаймасть, тымарта мĕн пуррипе çырлахать. Тымарти апата упраса хăварма сĕткен куçма тытăниччен ытлашшитуратсенекасмалла. Тĕмĕсеневараюртан хăпнă май йĕркене кĕртмелле, çак ĕçе вăраха ямалла мар. Çулсерен ытлашши турата иртсен, пăхса тăрсан ĕçĕ те сахал. Вăхăтра пурнăçламасан кайран йывăр тивет. Çитĕннĕ ÿсен-тăранăн туратне пĕрремĕш хут иртме специалиста шансан лайăхрах. Шел, ăна тупма кансĕр. Çак ĕçе пĕлекенсем шутлă кăна. Малтан çамрăк йывăç-тĕмме тĕплĕ пăхмалла. Юлашки вăхăтра садсенче лутра улмуççи сарăлма тытăнчĕ. Туратран тымарлантарса çитĕнтернĕрен çимĕçне те маларах парать. Пĕр çулти сыпнă хунавпа усă курмалла. Вăл 1 метртан кая мар кирлĕ. Йывăçĕ вара 2-3 çулхи пулсан та юрать. Пĕр туналлă йывăçа çĕртен 80 см çÿллĕш хăварса тăррине касмалла. Туратлисене йĕркене кĕртме вулăран тулалла çитĕнекеннисене хăвармалла. Туратсем пĕр пек, виççĕ пулсан — виçĕ, тăваттă пулсан тăватă еннелле пăхмалла, çĕртен 50-60 сантиметр аялараххисенченхăпмалла. Унсăрăнйывăрлăха чăтаймасăр йывăç тайăлать, хуçăлать. Хăварнăтуратсенеиккĕмĕш çулнесăнамалла. Вулăпа çывăх çитĕнсен /45 градусран пĕчĕкрех кĕтес/\— тулалла, выртсан /45 градусран пысăкрах/ шалалла тата çÿлелле пăхакан папка çинчи турата касмалла. Кун хыççăн вĕсем тÿррĕн, пĕр-пĕринчен иртмесĕр çитĕнеççĕ. Лутра йывăçăн иккĕмĕш çулхи турачĕ çинче чечек папкисемтухмалла. Виççĕмĕш çулхиневăл çимĕçĕпе савăнтарĕ. Ĕçе тытăниччен çимĕç паракан, ватă йывăç- тĕме те лайăх сăнамалла: хăрнă, чирлĕ туратсем пур-и? Чирлине тĕп хунавĕ çумĕнчен касмалла. Мĕншĕн тесен инфекци татах сарăлма пултарĕ. Чир-чĕртен асăрханма пăхăр купоросĕпе /3%/\сирпĕтмелле. Пĕр-пĕрне перĕнекен, чăрмантаракан туратсенчен те хăпмалла. Виççĕмĕш тапхăрта — шалалла çитĕнекеннинчен, пĕр-пĕрне тĕттĕмлекеннинчен тата пусăнтараканнинчен. Хыççăн хакламалла: йывăç тивĕçтерет-и? Вулăран туратсем тĕрлĕ еннелле пĕр пек юлнă-и? Çĕрелле пăхакан, çÿлелле тÿп-тÿрĕ çитĕнекен вĕтĕ туратсенчен те хăпмалла. Йывăç палăрмаллах сайраланнă пулсан тек тĕкĕнмелле мар. Çакна асра тытмалла: пĕрремĕш çулхинейывăçа çамрăклатматуратсене 25-30% ытлакасмаюрамасть. Мĕншĕн тесен çĕнĕ хунавĕсемвăйлă çитĕнме тытăннăран тухăçĕ чакать. Турачĕсене иртнĕ хыççăн та йывăç çăра курăнсан çак ĕçе çитес çула хăвармалла. Каснă вырăна сад варне ирĕлтерсе сĕрмелле е йывăç кĕлне алламалла, машина çăвĕпехăймапекпуличченхутăштарсаусăкурма юрать. Кун пек хутăш чир-чĕре сарăлма памасть, типмест. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Самар тăрăхĕнчи чăваш çыравçин кĕнекине пахаларĕç

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕ ытти чухнехинчен урăхларах иртрĕ. Вулавăшăн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чăваш литературине юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Тĕллевĕ пурин те пĕрре – Владимир Левукова «Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» кăларăмĕ кун çути курнă ятпа саламласси. Хайлав пуххи пĕлтĕрхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Унта икĕ повеçпе тăватă калав кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова.

Хăтлава «Чăвашкĕнеки» центрĕç- ченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах пурне те «Шанчăк» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçин Наталья Панфиленкăн видеосаламĕпе паллаштарчĕ. Пуçтарăннисем уяв хуçи çинченятарлăвидеопрезентаци те курма пултарчĕç. Унтан Владимир Левуков хăйĕн çинчен интереслине чылай каласа кăтартрĕ. Прозаик, поэт, таврапĕлÿçĕ, педагог инçе çула кĕскетсе Тольятти хулинчен çитнĕ. Хальхи вăхăтра вăл – Самар тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр чăваш çыравçи. Владимир Леонтьевич 1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районнекĕрекенКивĕТимушкелялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Тăхăр пĕртăванран асли шăпах — Владимир. Тăван чĕлхене юратас, унăн пуянлăхне туяс туйăм ăна амăшĕнчен УльянаСергеевнăранкуçнă-мĕн. Вăл чылай чăваш халăх юррине, йăлийĕркине астуса тăнă, хăй пĕлнине ачисене, çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшнă. Çыравçăн кукамăшĕ чăваш халăх поэчĕпе Николай Шелепипе кÿршĕллĕ пурăннă. «Шелепи урама тухатчĕ те кил умĕнче хăй сăввисене каласа, юррисене юрласа ларатчĕ. Манăн та ун пек сăвăç пулас килетчĕ», – аса илнĕ каярахпа Ульяна Сергеевна. Анчах нумай вĕренме пÿрмен ăна. Çемье чухăн пулнипе хĕрача тăватă класс çеç пĕтернĕ, унта та пулин кĕркуннепе çуркунне кăна шкула çÿренĕ, хĕлле вара юрăхлă тумтир пулманнипе килте ларма тивнĕ. Пĕлÿ çуртĕнче ачасене Николай Шелепин ывăлĕ Александр Николаевич вĕрентнĕ. «Хĕрачу ăслă, ун вĕренмелле», – тенĕ вăл Анна аппана /В.Левуковăн кукамăшне/. Шел те, чухăнлăх ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме май паман. Владимир Леонтьевича пысăк витĕм кÿнĕ çынсен шутне Ксения Титовавĕрентекенетекĕртмелле. Ксения Тарасовна Ефрем Еллиев çыравçă патĕнче ăс пухнă, ачасене кăсăкли тем те пĕр каласа панă, уроксем аса илÿсемпе пуян пулнă. 1957-1967 çулсенче пулас çыравçă тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн Елабугăри патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 1972 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухса икĕ çул тăван ялĕнчи вăтам шкулта, унтан пилĕк çул Çĕнĕ Тимушкелĕнчи тулли мар шкулта физика тата математика вĕрентнĕ, вĕсенчен виçĕ çулне вĕрентÿ енĕпе директор çумĕ пулнă. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.