Юлташне путасран çăлнă

22 Раштав, 2023

Çын мĕнле пулнине йывăр лару-тăрăва лексен лайăхрах куратăн. Çакă пĕчĕк чухнех палăрма тытăнать. Виçĕ çул каялла путакан юлташне çăлнă чухне Тимур Ильин ултă çулта çеç пулнă, çапах хăрушлăх умĕнче çухалса кайман. Хăйне пысăк паттăрлăх кăтартнă пек те туймасть вăл. Унăн шухăшĕпе, тĕнчере урăхла пулма юрамасть те: çынна йывăрлăхра пăрахмалла мар.

Ун чухне Ильинсем Вăрнар тăрăхĕнчи Кăкшăм ялĕнче пурăннă. Килтен аякка кайма юраманни пирки аслисем ачисене асăрхаттарсах тăраççĕ. Анчах вĕт-шакăра куçран вĕçертмесĕр пулмасть-çке. Виççĕмĕш пепки алăри ача çеç пулнăран, паллах, амăшĕн тимлĕхĕ ытларах ун çине каять. Акă аслă ывăлĕ Тимур та халĕ çеç куç умĕнче çӳретчĕ пек, тахăш самантра килтен тухнă. Пиччĕшĕ ăçтине пĕчĕк хĕрĕнчен ыйтнă Ирина. Арина каланинчен вăл Тимур юлташĕ патне кайнине пĕлнĕ. Хĕрача хăй те хыççăн утĕччĕ, анчах кӳршĕсен пысăк йыттинчен хăранă.

«Тимур, киле кил!» — ывăлне чĕнсе кăшкăрнă Ирина урамалла тухса. Хирĕç сас паракан пулманнипе вара пӳрте кĕрсе ăшăрах тăхăнса тухас тенĕ. Кĕçех ывăлĕ те чупса килнĕ. «Йытă тĕртрĕ, Богдан шыва ӳкрĕ», — хыпăнсах калама тытăннă пĕчĕкскер. «Мĕнле шыв? Ăçтан тупрăр?» — тĕлĕннĕ амăшĕ.

Кӳршĕсен килĕ умĕнче пĕве пур. Ачасем çавăнта пулнă иккен. Тимур амăшĕ чĕннине илтнĕ. Анчах çав вăхăтрах Богдан шыва кĕрсе ӳкнĕ. Киле чупнă пулсан юлташне çăлма ĕлкĕреймесрен хăранă арçын ача, çавăнпа Богдан патне ыткăннă. Малтанах ăна йывăç турачĕсем пулăшнипе туртса кăларасшăн пулнă. Анчах туратсем ытла та çинçешке пулнипе татăла-татăла кайнă. Вара хăюллă арçын ача тусне икĕ аллипе туртса кăларнă.

— Урама тухрăм та — Богдан пирĕн кил умĕнче ларать, кăкăрĕ таран йĕп-йĕпе. Хĕллехи тум йĕпенсен йывăрланать-çке. Ача шăнса чирлесрен хăранипе Богдана çавăтрăм та хăвăртрах килне илсе кайрăм, амăшĕ патне илсе пытăм, мĕн пулса иртнине ăнлантартăм. Шăнса хытнăскер, Богдан шăпăртахчĕ. Ачасем ăçта пулнине пăхма кайран пĕве çине ашшĕпе пĕрле кайрăмăр, çав тĕле шыраса тупрăмăр. Унччен унта пулăçсем пулнă, пăр катса пĕве тĕпĕнчен хурт кăларнă. Хăйсем хыççăн тирпейлесе хăварман ĕнтĕ, вак тĕлне юр хӳсе лартнă. Шап-шурă пĕве çийĕнче йĕперех вырăн курăнни ачасене питĕ илĕртнĕ, вĕсем унта кайса пăхас тенĕ. Малалла мĕн пулса иртнине вара пĕлетпĕр ĕнтĕ. Юрать, пĕтĕмпех ăнăçлă вĕçленнĕ. Богданăн ашшĕпе амăшĕ ывăлне инкекрен çăлнăшăн савăннипе Тимур валли çав кунах кучченеçсем илсе килчĕç, — аса илет Ирина.

Пулни-иртни пирки вăл никама та калас темен. Сăпайлăх та чарнă пулĕ. Анчах хыпар кĕçех сарăлнă. Тепĕр кунхинех ача садне çитсен Богдан воспитательсен умне тухса тăнă та: «Манăн тусăм Тимур питĕ лайăх ача, вăл мана шывран туртса кăларчĕ, мана путасран çăлчĕ», — тенĕ. Воспитательсем тӳрех ăнланса та çитеймен-ха, Тимурăн амăшĕ патне шăнкăравланă.

«Сирĕн ывăл мĕн тунă?» — ыйтнă вĕсем кĕскен. Ирина шалтах аптăранă: «Мĕн тунă-ши Тимур?» — тем пирки те шухăшланă вăл кĕске самантрах. Юлташне шывран туртса кăларни пирки сăмах пынине тавçăрсан вара: «Ун пирки-и-ха? Хыпар çитрĕ те-и? Çапла, Тимур Богдана шывра путасран çăлнă», — тенĕ сăпайлăн çеç. Ача садне çӳрекен пĕчĕк паттăр çинчен воспитательсем çийĕнчех район хаçатне çырса пĕлтернĕ.

— Хаçата тухнă хыпар вăрттăнлăх пулма пăрахать ĕнтĕ, — терĕ Ирина Ильина ăшшăн йăл кулса.

Çак пулăм хыççăн виçĕ çул иртнĕ. Халĕ Ильинсем ялта мар, Шупашкарта пурăнаççĕ. Тимур 56-мĕш шкулта вĕренет. Анчах унăн паттăрла ĕçĕ çинчен çĕршыв халĕ те манман-ха. Иртнĕ уйăхра Тимура Мускава Федераци Канашне чĕннĕ. Унта çĕршыври 20 ачана «Паттăрлăх кăтартнăшăн» медальпе чысланă, вĕсен шутĕнче — Чăваш Енĕн шанчăкĕ Тимур та. Сумлă наградăна арçын ачана Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко панă. Ку чыслав Тимуршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мускавра пĕрремĕш хутчен пулни çакнашкал пысăк пулăмпа çыхăнни уйрăмах асра юлмалла. Ав, арçын ачан амăшĕ те ăна çаплах калать. Ирина хăй те унччен Мускавра пулса курман иккен. Чыслава пынă ытти ачапа пĕрле Тимур экскурсие кайнă, çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи паллă вырăнсенче пулнă.

Богданăн çемйи пурăнма халĕ Вăрнар поселокне куçнă, Тимур та Шупашкарта. Уйрăлми çӳренĕ туссем унчченхи пек тĕл пулаймаççĕ ĕнтĕ. Çапах каникул вăхăтĕнче яла çитсен тӳрех пĕр-пĕрин патне васкаççĕ. Иккĕшĕ те чи лайăх юлташ пулма тăрăшаççĕ.

Никам та паттăр пулса çуралмасть. Анчах çак енпе палăрмашкăн мĕн тумалла-ха?
— Паттăр пулас тесен çынсене пулăшмалла, инкеке лекнисене алă памалла, хăюлăхпа уйрăлса тăмалла, — терĕ Тимур.

Çакăн пирки ăна ашшĕ-амăшĕ те аса илтерсех тăрать. Анчах калани çеç мар, тĕслĕх кăтартни паха. Хăйĕн çывăх çыннисенчен Тимур ыррине вĕренет. Йăмăкĕпе шăллĕне те ялан асăрхаса тăрать, вĕсене лайăх тĕслĕх кăтартма тăрăшать. Пиччĕшне кура халĕ кĕçĕннисем те Мускава кайса килме ĕмĕтленеççĕ.

— Йăмăкăмпа шăллăма никама та кӳрентерме памăп, — терĕ Тимур çирĕппĕн.

Хулара виççĕмĕш çул пурăнать пулин те вăл ял çинчен манмасть, чунĕ унталлах туртать. Ялта пулла çӳреме аван-çке. Аслашшĕ выльăх-чĕрлĕх пăхма тухсан Тимур та унран юлмасть. Лара-тăра пĕлменскер ĕç хушасса кĕтсе тăмасть — кĕреçе тытать те тислĕк хырать. Е асламăшне çăмарта пуçтарса пулăшать — хальччен пĕрне те ӳкерсе çĕмĕрмен-ха, яваплăха туять.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.