Тантăш 14 (4885) № 11.04.2024

11 Ака, 2024

Айдар сăвăсене урамра вĕренет

Шупашкарта пурăнакан Айдар Иванов нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство çуртĕнчи «Çамрăксен хаçачĕн» по- эзи баттлне хутшăннăччĕ. Вăл тăватă çулта кăна. Чăваш тĕрриллĕ шурă кĕпеллĕ арçын ача Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи пĕчĕк Сенттие аса илтерчĕ. Чĕвĕл- чĕвĕл, уçă саслăскер пĕр такăнмасăр, чăн чăвашла шăран- тарчĕ сăввисене.

АЧА САДНЕ УТМАССЕРЕН — ÇĔНĔ СĂВĂ — Ача садне чылай чухне çуран уçă сывлăшпа киленсе утатпăр. Паллах, каймалăх пур. Çул çинче кашнинчех çут çанталăкпа çыхăннă сăвăсем пăхмасăр калатăп. Хĕллепе çулла, кĕркуннепе çуркунне пирки. Айдар шăп пымасть, пĕтĕмпех ман хыççăн калать. Пĕр сăвва та килте ятарласа вĕренмен. Урамра, ача-пăча лапамĕнче, Атăл хĕрринче уçăлса çÿренĕ чухне… Халĕ темĕн тĕрлĕ сăвă та пĕлет ывăлăм, — каласа кăтартрĕ амăшĕ Надежда Ивановна. Айдар пĕчĕкренех тĕрлĕ конкурса хутшăнма юратать-мĕн. Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем, сертификатсем çÿлĕк туллиех унăн. Иртнĕ çул Петĕр Хусанкай поэтăн пултарулăхне халалланă «Эп чăваш ачи» конкурсра виççĕмĕш вырăна тухса диплома тивĕçнĕ. Ку çĕнтерÿ пĕчĕкскере тата та хавхалантарнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вăл Александр Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă «Как вечно пушкинское слово» хула шайĕнчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кашни Хисеп, Тав хучĕ арçын ачашăн пысăк савăнăç. Онлайн мелпе те конкурссене хутшăнать. Сăмах май, Айдар сас паллисене тахçанах паллать, чăвашла та, вырăсла та шутлама пĕлет. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


На сцене театра – «Недоросль»

На прошлой неделе на сцене Чувашского государственного театра имени Михаила Сеспеля состоялась премьера комедии «Недоросль». Режиссером постановки выступил заслуженный деятель искусств Башкортостана и Татарстана Байрас Ибрагимов. Зрителями стали школьники, учителя, а также студенты и просто любители театра. Спектакль можно было посмотреть по Пушкинской карте.

«НЕ ХОЧУ УЧИТЬСЯ, А ХОЧУ ЖЕНИТЬСЯ!» Госпожа Простакова, Митрофанушка, Софья, Милон, Правдин… Наверняка эти герои из пьесы «Недоросль», автором которой является русский писатель и драматург Денис Фонвизин, знакомы каждому восьмикласснику. В произведении показана проблема воспитания и образования подрастающего поколения. Шестнадцатилетний подросток по имени Митрофанушка считает, что в жизни образование – не главное, поэтому в произведении можно услышать от него следующие слова: «Не хочу учиться, а хочу жениться!» Он является единственным ребенком в семье и живет с родителями. По его мнению, самое важное в жизни – это деньги. Митрофанушка очень избалован, груб и не уважает окружающих людей, даже собственную мать – госпожу Простакову. Она нанимает ему учителей, чтобы те занимались сыном, но в то же время не дает проводить им уроки, разрешая Митрофанушке гулять и развлекаться. Мать Митрофанушки хочет, чтобы ее сын женился на их дальней родственнице Софье, которая стала наследницей богатства. Но сама Софья влюблена в офицера Милона. Госпожа Простакова хоть и пыталась заставить ее выйти замуж за Митрофанушку и приказала своих людей похитить ее, но в итоге ничего не вышло. А в конце спектакля Митрофанушку забирают на службу. «В ЖИЗНИ НУЖНО БЫТЬ ПРОЩЕ» После премьеры состоялась встреча артистов и режиссера со зрителями. На ней гостям предоставилась возможность задать интересующие вопросы. А в конце беседы ученики поделились своими впечатлениями о спектакле. Учащийся восьмого класса Атлашевской школы Чебоксарского округа Вадим Егоров остался под впечатлением от постановки комедии «Недоросль». – Мне постановка очень понравилась, а в некоторых моментах было и смешно. Я знаком и с произведением. Хочу отметить, что спектакль очень схож с оригиналом. Актерская игра тоже впечатлила, ведь артисты смогли хорошо передать эмоции своих героев. Когда я впервые познакомился с самим произведением, то понял, что в жизни нужно быть проще, а не вести себя высокомерно, потому что в дальнейшем плохие поступки могут вернуться к нам, – поделился своими впечатлениями Вадим. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА

♦   ♦   


Раççей — пысăк çемье

«Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх, ача-пăча сасси лайăх», — тесе ахальтен каламан пуль ваттисем. Çемье ăшшине тытса тăраканĕ, йĕркелесе пыраканĕ кам тесе шухăшлатăр эсир? Паллах, аттепе анне. Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнеççĕ çак сăмахсем. Аттепе аннене эпир уйăхпа, хĕвелпе танлаштаратпăр. Вĕсем çумра пулсассăн пире шартлама хĕл те ăшă туйăнать, ăмăр çанталăкра та кăмăл-туйăм аван. Эпир Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Мучикасси ялĕнче пурăнатпăр. Мĕн тери телейлĕ манăн ачалăхăм. Ирхине аннен çепĕç те ачаш сассипе вăранатăп, унăн йăл кулли чун-чĕрене ăшăтать, вăй-хăват парать. Пĕчĕк чухне мана атте йăтса илетчĕ те çÿлелле çĕклесе сиктеретчĕ. Мĕн тери савăнăçлă-çке вĕсемпе ăмăртмалла сăвă вĕренни, юрлани-ташлани, шăкăл-шăкăл калаçса ларни, пулă тытма çÿрени, улăх тăрăх çарран чупни. Çак вăхăтсем ман асăмран нихăçан та тухмĕç. Манăн анне ырă кăмăллă, ялти çынсемпе туслă. Ăна пурте хисеплеççĕ тата юратаççĕ. Йывăр вăхăтра вăл пире пулăшма, ырăран та ырă сăмахсемпе ăшăтма пĕлет. Атте — çемье тĕрекĕ, ылтăн алăллă, ĕçчен те правур. Вăл Мăн Этмен шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агроном профессине алла илсе тăван тăрăха таврăннă. Унăн тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Трактор умне ларать те çĕре сухалать. Эпир йышпа пахча çимĕç лартатпăр. Кĕрепле-сенĕкпе утă пуçтаратпăр, яланах пĕрле ĕçлеме тăрăшатпăр. Пирĕн чи юратнă ĕç — пыл хурчĕсем пăхасси. <...>

Даша ЕРЕМЕЕВА 

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.