Çемьесене пулăшасси – тĕп вырăнта

28 Пуш, 2024

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ, кĕçнерникун иртнĕскер, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче пулнă тискер терактра вилнисене пурте пĕр минут шăп тăрса асăннинчен пуçланчĕ. Депутатсем 12 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Сессие уçнă май Леонид Черкесов Президент суйлавне пĕтĕмлетрĕ. Республикăри суйлавçăсен 85,5% Владимир Путиншăн сасăланине вăл «республикăн çĕнĕ историйĕнче хальччен пулман кăтарту» тесе хакларĕ. Леонид Ильич иккĕленмест: Путин çĕнтерĕвĕ — халăхăн ыранхи кунпа çыхăннă çирĕп шанчăкĕ. Граждансем, ун шучĕпе, вăйлă, никама пăхăнман Раççейшĕн сасăларĕç.

Сессин кун йĕркинчи тĕп ыйту вара, паллах, республикăн 2024 çулхи, планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсенчи тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ. Ку ыйтупа пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ. Сĕннĕ тӳрлетӳсем çинчен эпир вĕсене Министрсен Кабинечĕ тишкернĕ хыççăнах паллаштарнăччĕ — тепĕр хут çырни кирлĕ мар-тăр, тĕп параметрсем çинче кăна чарăнса тăрар.

6,6 миллиард тенкĕ хушăнать те — бюджетăн тупăш пайĕ 96,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Тăкаксен ӳсĕмĕ вара тата пысăкрах — 11,5 миллиард тенкĕлĕх. Тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 102,4 миллиард тенке çитĕ — ку иртнĕ çулхи бюджет тăкакĕсенчен 7,8% нумайрах. Президент 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтернĕ май Михаил Геннадьевич çемьесене, çав шутра нумай ачаллисене пулăшмалли, социаллă хӳтлĕхе вăйлатмалли тăкаксем тĕп вырăнта пулассине çирĕплетрĕ.

Министр бюджет укçипе мĕнле усă курасси çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ пулин те ку ăна парламентарисен ыйтăвĕсенчен хăтармарĕ. Алексей Шурчанов республикăра тăвакан индустри паркĕсен шăпипе кăсăкланчĕ. Михаил Ноздряков Çĕнĕ Шупашкарти тата Патăрьелти индустри паркĕсене кăçал туса пĕтермеллине палăртрĕ. Патăрьелте резидентсем çитменнипе çыхăннă ыйтусем пур, анчах вĕсене те сирмелле.

Владислав Солдатов вара тĕрлĕ конкурс-курав валли çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăрнине хирĕç — çак укçапа, калăпăр, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма пулĕччĕ. Хурав уçăмлă пулчĕ: СВОна хутшăнакансем пирки республика манман — резерв фончĕ пур, унта салтаксене пулăшмалли тăкаксене те шута илсе укçа хывнă. Курав-конкурс та — кирлĕ ĕç. Сăмахран, Президент ВДНХри «Раççей» курава малалла тăсма йышăннă. Унта мĕн пур регион хутшăнать, Чăваш Ен хăйне кăтартманни кăмăллă пулĕччĕ-и? Паллах, çук. 202 миллион тенкĕ — «Каскад» суту-илӳ комплексĕнче республика шайĕнчи куравсене йĕркелемелли площадка уçма. Лаптăка вунă çуллăха арендăна илме палăртнă. Вăл та кирлĕ. «Ку енĕпе уйрăм çынсен пуçарулăхне шанни тӳрре тухмарĕ», — терĕ Михаил Ноздряков бюджет укçине уйăрнине сăлтавласа.

Константин Степанов çулсем çине фото-, видеофиксаци камерисем вырнаçтармашкăн тата 130 миллион тенкĕ уйăрассипе кăмăлсăр: «Камера ахаль те нумай — влаçсем штрафсен шучĕпе бюджета пуянлатма ăнтăлаççĕ». Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулĕ, Лапсар тăкăрлăкĕ питĕ юхăнса кайнă — хайхи миллионсемпе мĕншĕн вĕсене юсамашкăн усă курас мар? Михаил Геннадьевич республикăри çулсем хĕресленекен çичĕ теçетке ытла вырăнта лару-тăру çивĕччине палăртрĕ, вĕсене камерăсемпе тивĕçтерни хăрушлăха чакарма май парĕ.

Ксения Семенова культура валли уйăракан хушма укçана мĕнле тăкаклассипе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтни те хуравсăр юлмарĕ. Финанс министрĕ чи малтанах культура ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма укçа кирлине палăртрĕ. Унтан — çĕнĕ клубсене проектлама, хута янă об±ектсене оборудованипе тивĕçтерме. Çĕннисене кăна та мар. Сăмахран, Куславккари Лобачевский музейĕ валли те самай пысăк укçа уйăрма пăхнă.

Николай Степанов республикăн патшалăх органĕсен ĕçне тивĕçтерекен служба валли туяннă çĕнĕ «Москвич» автомобильсене юсама бюджет укçине уйăрнипе кăсăкланчĕ. Çавăн пекех Лапсар тăкăрлăкĕнчи çула юсамалли проект тума каллех 46 миллион тенкĕ уйăрнинчен тĕлĕнчĕ, хула маларах уйăрнă тата çав тăкăрлăкра вырнаçнă предприятисенчен пухнă укçа шăпипе интересленчĕ. Михаил Ноздряков татăклăн каларĕ: «Москвичсем» çĕнĕ, вĕсене юсамалла тăк — çак ĕçе гаранти шучĕпе пурнăçлĕç, эппин, бюджет укçи тăкакланмĕ. Хула Лапсар тăкăрлăкĕ валли подрядчика куçарса панă 277 миллион тенкĕ те çухалман — ăна каялла тавăрнă. Тăкăрлăк валли регион бюжетĕнчен укçа уйăрма палăртни вара çав çула хула балансĕнчен республика харпăрлăхне куçарассипе сăлтавланнă. Çапла тунă хыççăн ăна пăхса тăма укçа кирлĕ пулĕ — çав тăкаксене халех палăртса хунă.

Иртнĕ хĕлле ялсенче çулсене юртан тасатасси чăрмавлă пулнине Валерий Антонов аса илтерчĕ. Вăл шутланă тăрăх, çак ĕç валли уйăракан укçа çуллен чакса пырать — сăлтавне уçăмлатма ыйтрĕ. Михаил Ноздряков ялсенчи çулсен пăхса тăрасси округсен тăкак статйи пулнине палăртрĕ — республика бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту мар.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн эрнекунхи (29.03.2024) номерĕнче.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас