Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче эрнекун ирхине Общество сăнав центрĕ уçăлчĕ

15 Пуш, 2024

Вăл Президент суйлавĕн кунĕсенче общество енчен сасăлав мĕнле иртнине сăнассине тивĕçтерĕ.

Ăна уçма хутшăннă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев центр пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ: «Кунта суйлавпа çыхăннă пĕтĕм информаци капланать. Кирек хăш суйлав участокĕнчи пĕр-пĕр лару-тăрăва кадрсем тăрăх пайласа тĕплĕ тишкерме пулать. Кунашал майсем урăх нихăш çĕршывра та çук».

ЧР Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре эрнекун 8 сехетре мĕн пур суйлав участокĕ уçăлнă. Вăл пурне те сасăлава чĕнчĕ, Президент суйлавĕ, ун шучĕпе, чăн-чăн уяв — çĕршыври чи пысăк обществăпа политика пулăмĕ.

www.hypar.ru

 

 

Комментари хушас