ЧЭСК Правительствăпа алла-аллăн

27 Раштав, 2021

Пĕрремĕш килĕшĕве Трансэнергопром гендиректорĕ Елена Климашевская «тăван» министерствăпа — промышленноç тата энергетика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алекандр Кондратьевпа — алă пусрĕ.

Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ Правительство çуртĕнче ЧР Промышленноçпа энергетика, Физкультурăпа спорт, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствисемпе социаллă пурнăçпа экономика енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшӳсене алă пусрĕ. Çакă республикăна энергоэффективлăха ӳстерме, экологие лайăхлатма, корпоративлă спорта аталантарма пулăшĕ.

Кăçал Трансэнергопром Чăваш энергосбыт компанийĕн акцийĕсен 100% туяннă, çавна май ЧЭСК управленийĕпе çыхăннă яаплăха хăйĕн çине илсе унăн ăнăçлă аталанăвĕшĕн гарант пулса тăнă. Трансэнергопром гендиректорĕ Елена Климашевская компани Правительство, профиль министерствисен тĕревĕсĕр ăнăçлă аталанма пултарайманнине палăртрĕ, çавна май вĕсен енчен килĕшӳсем алă пусма пуçару тунăшăн тав турĕ.

Промышленноç министерствипе алă пуснă килĕшĕве тĕпе хурса республикăра энергоэффективлă технологисене, рационализаторсен пуçарăвĕсене ĕçе кĕртме, клиентсен ыйтăвĕсене дистанци мелĕсемпе татса парассине, бизнес-процессене цифровизацилеме, ытти çĕнĕлĕхпе усă курма палăртнă. Çав шутра — экологи шайлашăвне упрасси. Елена Климашевская шучĕпе, «бизнесăн экологири пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк — ку енĕпе пĕрле ĕçлемелле». Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов энергетиксемпе пĕрле йывăç лартмалли, юхан шывсемпе кӳлĕсене тасатмалли, çăл куçсене тирпейлемелли мероприятисем ирттерессине çирĕплетрĕ, ЧЭСКăн хут квитанцисене электронлисемпе улăштармалли акцине пысăка хурса хаклăрĕ. Çакă та пин-пин йывăçа упраса хăварма май парĕ.

Спорт министерствипе алă пуснă килĕшӳре республикăра пурăнакансене спортпа туслаштарассине тĕпе хунă. Энергосбыт компанийĕ ку енĕпе те çине тăрса ĕçлет: ЧЭСКăн хĕллехи тата çуллахи спартакиадисене ирттереççĕ, Энергетик кунĕ тĕлне хоккей турнирĕсем йĕркелеççĕ, компани ĕçченĕсем Раççей Энергетика министерстви пулăшнипе ирттерекен тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнаççĕ.

Елена Климашевская Çĕнĕ çул умĕн çакнашкал стратеги пĕлтерĕшлĕ документа алă пусни малашне те ăнăçлă ĕçлеме хавхалантарнине палăртрĕ, пухăннисем пĕр-пĕрне çывхаракан уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Трансэнергопром команисен ушкăнĕн тата министерствăсен ертӳлĕхĕ энергетика, спорт, экологи енĕпе алла-аллăн ĕçлеме калаçса татăлчĕç, çакна килĕшӳсемпе çирĕплетрĕç.

www.hypar.ru ЧЭСК пресс-службин сăн ӳкерчĕкĕсем

 

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас