ЧЭСК тӳрĕ кăмăллă потребительсен списокне хатĕрленĕ

12 Кăрлач, 2022

Потребительсем усă курнă электроэнергишĕн вăхăтра тӳлени — Чăвш энергосбыт компанийĕн ĕçĕн тăнăçлăхĕн никĕсĕ. Çакă энергетиксене сеть компанийĕсемпе тата ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе тӳлевсем тĕлĕшпе вăхăтра татăлма май парать.

Компани тӳлевсене тӳрĕ кăмăлпа хывакансен списокне çуллен çĕнетет. 2021 çул кăтартăвĕсем тăрăх шанчăклă ĕçтешсен шутне промышленноç, ял хуçалăх предприятийĕсем, культура, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем кĕнĕ.

Промышленноçра чи лайăххин ятне «Сеспель» АХО тивĕçнĕ, вĕрентӳ организацийĕсен хушшинче — Етĕрне хулинчи «Аленушка» ача сачĕ, ял хуçалăхĕнче — «Новочебоксарский» ТК» ООО, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен хушшинче — Красноармейски районĕнчи «Десла—Аст» ООО, бюджет сферин предприятийĕсен хушшинче — Шупашкар хулин «ЖКХ тата хăтлăх управленийĕ» МУП, сывлăх сыхлавĕн сферинче — Хĕрлĕ Чутай районĕн больници, культура сферинче — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, транспорт предприятийĕсенчен Шупашкар юхан шыв порчĕ парăмсăр ĕçлет, коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансенчен — Çĕмĕрле хулинчи «Сура» ТОС.

— Тӳрĕ кăмăлпа тӳлекенсен рейтингне тĕпрен илсен усă курнă электроэнергишĕн тӳлевсене нумай çул вăхăтра тата туллин хывакансем кĕнĕ. Калăпăр, «Сеспель» предприяти производствăна ӳстерсе пырать, энергишĕн яланах вăхăтра тӳлет. Эпир пурне те шутлав приборĕсен кăтартăвĕсене вăхăтра пама чĕнсе калатпăр, çакă усă курнă ресурссен калăпăшне тĕрĕс шутласа пама кирлĕ. Тӳлевсене вăхăтра хывакансене пурне те тав тăватпăр. Парăмсене тӳлемешкĕн тĕрлĕ мел пур – килтен тухмасăрах тӳлеме пулать. Çавăн пекех меллĕ пултăр тесе юридици тытăмĕсем, хамăрăн шанчăклă ĕçтешсем, валли VIP-карта ĕçе кĕртрĕмĕр — вĕсен ыйтăвĕсене черетсĕр татса паратпăр, кашнинпе ЧЭСКăн уйрăм специалисчĕ ĕçлет, — пĕлтерчĕ компанин генеральнăй директорĕ Дмитрий Константинов.

Паллах, ЧЭСК усă курнă энергишĕн вăхăтра тӳлемен, парăм пухакан организацисемпе те претензи-тавăç тăратас енĕпе çине тăрса ĕçлет. ЧЭСК тӳрĕ кăмăллă потребительсене тав тăвать, вĕсен ертӳлĕхĕн профессионализмне, ĕçре яваплăха туйнине палăртать.

Добросовестные плательщики ЧЭСК

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас