ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекинче — çĕнĕ лаборатори

15 Раштав, 2023

Паян Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче #ЗнайЧитай ятпа Ачасен вулав лабораторийĕ уçăлчĕ. Унта ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Казакова, Раççей патшалăх ача-пăча библиотекин директорĕн çумĕ Илья Гавришин, ЧР ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хутшăнчĕç.

#ЗнайЧитай лабораторин тĕллевĕсем: вырăс, чăваш çырулăхĕн историйĕпе, çак халăхсен юмахĕсемпе паллаштарасси. Унта тĕрлĕ лапам ĕçлет: «Вырăс çырулăхĕн историйĕ», «Вырăс халăх юмахĕсем», «Пирĕн таврари юмахсем», кĕнекесем валли ятарлă çӳлексем тата ытти те. Унсăр пуçне кунта лекцисем, ăсталăх класĕсем, практика ĕçĕсем те ирттереççĕ.

Сăмах май, кунашкал лаборатори наци республикисен хушшинче пĕрремĕш. Çавна май, ăна тĕпе хурса кунта ачасемпе чăваш халăх юмахĕсем тăрăх мультфильмсем ӳкерме, пукане спектакльĕсем лартма та палăртнă.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас