Ейӳ тапхăрĕ: лăпланма иртерех-ха

8 Ака, 2024

Юр нумай пулнине кура çурхи ейӳ тапхăрĕ йывăр пулассăн туйăннăччĕ, анчах çакă республикăра, телее, тӳрре тухмарĕ пулас. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çак ыйтупа калаçу пулчĕ. Чăн та, хăрушлăх сирĕлнĕ теме иртерех-ха.

ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çанталăк тăруках 14-19 градус таран ăшăтнине пула республикăра вырăн-вырăнпа шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнине çирĕплетрĕ. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен Сăр шывĕн шайĕ Улатăр тĕлĕнче 482 сантиметр таран хăпарнă, Пăрачкав патĕнче — 406 сантиметр. Çапах хăрушă шая, 730 сантиметр таран, хăпарса çитеймен. Çавал вара 587 сантиметр таранах çĕкленнĕ. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Сăр, Çавал пăртан тасалнă. Атăл çинче те пăр каять — çывăх кунсенчех тасалса пĕтмелле.

Тивĕçлĕ службăсен Улатăр округĕнче Сăр, Пасна шывĕсем çинче пăр касма тивнĕ — «пăкă» пуласран сыхланма. Республикипех шыв юххисене тасатнă, канавсем чавнă. Çапах ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм территорисене, уйрăм çынсен пахчисене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Шăмăршă, Канаш, Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпӳ, Пăрачкав, Тăвай округĕсенче. Патăрьел тăрăхĕнче вара вырăнти влаçсен пысăк хатĕрлĕх режимне те ĕçе кĕртме тивнĕ. Калинино — Патăрьел — Елчĕк автоçул урлă та шыв юхма тытăннă, анчах — транспорт çӳревне чармалăхах мар.

Сăмахне пĕтĕмлетнĕ май Сергей Павлов ейӳ тапхăрĕ вĕçленменни çинчен асăрхаттарчĕ. Вăрмансенче юр ирĕлсе пĕтмен-ха, унсăр пуçне Пенза шыв управĕнче шыв шайĕ ӳснине кура унтан шывăн пысăк калăпăшне юхтарса антарма пултараççĕ — сыхлăха çухатма юрамасть. Олег Николаев та тивĕçлĕ службăсене юр, пăр кайнă вăхăтри тимлĕ ĕçшĕн тав тунă май çак тапхăра инкек-синкексĕр вĕçлемешкĕн пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru 

 

Комментари хушас