Шупашкар хула кунне ирттерме хатĕрленет

4 Çурла, 2022

Тĕрĕссипе, мероприятисен тапхăрĕ утă уйăхĕнчех пуçланнă. Кашни шăматкунпа вырсарникун Хĕрлĕ тӳремре «Ташлакан хула» проект пурнăçланать. Иртнĕ канмалли кунсенче, сăмахран, вырăнта ларма юратманнисем бачата ташлама вĕренчĕç. Ку тӳлевсĕр пулнине те палăртмалла. Анчах çакă — анлă программăн пĕчĕк пайĕ çеç. Хула кунне мĕнле ирттересси пирки ĕнер Шупашкар администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Тĕп мероприятисемпе администрацин культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕн ертӳçи Людмила Маркова паллаштарчĕ.

Людмила Владимировна палăртнă тăрăх, хулара пурăнакансем кăçал хастарлăх кăтартнă — тĕрлĕ мероприяти сĕннĕ. Уяв программине хатĕрленĕ чухне вĕсен шухăшне те шута илнĕ. Пандемие пула çак уява икĕ çул туллин йĕркелеме май килмен, çавăнпа кăçал ку çитменлĕхе тултарас тени куçкĕрет. Кĕскен каласан, Шупашкарăн кашни кĕтесĕнчех уяв кĕрлесе тăмалла: парксенче, лапамсенче, районсенче, тĕрлĕ учрежденире… Тĕп мероприятисем çурла уйăхĕ 19-21-мĕшĕсенче пулĕç. Людмила Владимировна хула çыннисем валли халĕ онлайн конкурссем иртнине аса илтерчĕ. Сăмахран, «Кадрти Шупашкар» сăн ӳкерчĕксен конкурсĕ, «Легендăсемпе паллă çынсен хули» ӳкерчĕксен конкурсĕ. Çавăн пекех «Шупашкар рекорчĕсем» общество проекчĕ, «Ташлакан хула» ташă марафонĕ, «Шупашкар — пилĕк ĕмĕрсен хули» тӳлевсĕр экускурси иртĕç. Шупашкарăн Хисеплĕ çыннине çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче чыслĕç. 19-мĕшĕнче вара Шупашкарăмăр спорт хулине çаврăнĕ. Кунта баскетбол чемпионачĕ, спорт федерацийĕсен ăсталăх класĕсем иртĕç. Çак кунах «Чемпионсен кĕрешĕвĕ» те пулĕ. Тепĕр кунне Автомобильсемпе мототехникăн куравĕ пулмалла, тĕрлĕ фестиваль иртĕ. Уявăн тĕп кунĕ — çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ. Ир «Çăлтăрпа — зарядка» ирттернинчен пуçланĕ. Атăл çинче кимĕсем хăвăртлăхпа ăмăртĕç. Кăнтăрла хыççăн Хула техникин парачĕ пулĕ. «Байкерсене чĕннĕ-и?» — кăсăкланчĕ Денис Вадимович. Людмила Владимировна вĕсен те хутшăнма кăмăл пуррине палăртрĕ. Çак кун Шупашкар рекорд лартĕ — чи пысăк вăйă карти йĕркелесшĕн. Чи кирли, курма пыракан çеç мар, хутшăнакан та йышлă пултăр, вара рекорд пурнăçланатех. Тĕп урамра яланхиллех Пултарулăх бульварĕ ĕçлĕ. Унта çамрăксене те хастар явăçтармаллине палăртрĕ Денис Вадимович. Хĕрлĕ тӳремре «Хула кĕввисем» концерт пулĕ. Унтан Раççейри паллă юрăç Денис Майданов юррисемпе савăнтарĕ. Уяв программи фейерверкпа вĕçленĕ.

Спорт мероприятийĕсем пирки тĕплĕнрех Шупашкар администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн ертӳçи Алексей Соловьев каларĕ. Спорт тĕсĕсем валли уйрăмшар лапам уйăрассине палăртрĕ вăл. Кашнинчех куракансем валли ăсталăх класĕ пулĕ. Хăшĕ-пĕрин лапамĕнче вара ăмăрту та йĕркеленĕ, унта кăмăл пуррисем хутшăнма пултарĕç. Çурлан 21-мĕшĕнче Раççей фитнес аэробикин командин тренерĕ Оксана Вербина шупашкарсемпе зарядка ирттерĕ. Мускав çыранĕнче шыв спорчĕн тĕсĕсемпе те туслашма май пулĕ.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин пурне те асрхаттарчĕ: уяв программине хатĕрлес ĕç вĕçленмен-ха. Çавăнпа хальлĕхе камăн мĕн сĕнмелли пур — пурне те итлеме хатĕр.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас