Ҫӗнӗ хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ

11 Çурла, 2022

Паян Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ! Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫемьесене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине пачӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене ЧР строительство министрӗ Павел Данилов, ҫавӑн пекех хула пуҫлӑхӗ Сергей Яргунин, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев тата «Строительный трест 3» компанин генеральнӑй директорӗ Валерий Семенов та саламларӗҫ.

Ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине ҫӗнӗ хваттер хуҫисем те пытармарӗҫ.

- Эпир малтан икӗ хутлӑ, йывӑҫ ҫуртра пурӑннӑ. Вӑл питӗ кивелнӗччӗ. Пирӗн хваттер пӗрремӗш хутра пулнӑран урайӗнче, уйрӑмах хӗлле, ҫав тери сивӗччӗ. Паян эпир телейлӗ, мӗншӗн тесен авариллӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттере тинех пурӑнма куҫатпӑр, - савӑнӑҫне пытармарӗ Галина Шишканова.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас