Тÿлевсĕр кăтартаççĕ

28 Авăн, 2023

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ юпа уйăхĕн 3-7- мĕшĕсенче Учительсен эрнине ирттерет.

Ун чухне педагогсене репертуарти спектакльсене тÿлĕвсĕр кăтартма палăртнă. Çавна май вĕрентекенсен «Евгений Онегин» /А.Пушкин/, «Гроза» /А.Островский/, «Çеçпĕл» /Çеçпĕл Мишши сăввисем тăрăх/, «Чăваш юмахĕсем» /Е.Нарпи/ ĕçсемпе паллашма май килĕ. Вĕсене 2022-2023 çулсенче сцена çине кăларнă. Театрăн пуçлăхăн çумĕ Наталья Ахмед çавнашкал акцие пуçласа ирттернине, республикăри педагогсене пухас шухăш вара тахçанах тĕвĕленнине каланă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас