Культура

15 Çу, 2023

Çĕнĕ фильм ÿкересшĕн

Чăваш Енре çу уйăхĕн вĕçĕнче «Под водой» илемлĕ фильм ÿкерме пуçласшăн.

«Дыхание планеты» союз ертÿçи Владимир Синяев пĕлтернĕ тăрăх, фильмри ĕç-пуç Емельян Пугачев пытарнă пурлăх тавра аталанать. Мистика сĕмне уйăрма пулать.

Фильмăн пысăк пайне Улатăрта тата Улатăр округĕнче ÿкерме палăртнă. Çавнашкалах ку ĕçе хутшăнакансем Шупашкара тата Шупашкар тăрăхне çитĕç.

20 Ака, 2023

Хĕрарăма мухтар

Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗнче "Хӗрарӑма мухтар" конкурс фестиваль иртет.

Унта Шупашкарти тата Çӗнӗ Шупашкарти предприятисенчи хӗрарӑмсен канашӗсен хастарӗсем хутшӑнаççӗ. Ӗçре кӑна мар, ха‌йсем тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ иккенне çирӗплетеççӗ.
Конкурсантсене саламлама Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та килсе çитрӗ. Хӗрара‌м çӗр çинче çав тери пӗлтере‌шлӗ вырӑн йышӑннине палӑртрӗ вӑл.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

 

Pages