Культура

9 Нарăс, 2023

Чăвашла сăвă-калав çыракансем валли «Ман юратнă вĕрентекен» конкурс иртет

Пултарулăх ăмăртăвне Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Унта 5-11-мĕш классенче, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсем тата учительсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ.

11 Кăрлач, 2023

Ольга Васильева прозаикăн «Килсĕр йытă» кĕнеке пичетленсе тухнă

Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене «Саккăрмĕшсем» шкул повеçĕ тата халапсемпе калавсем кĕнĕ.

19 Раштав, 2022

«Пĕрремĕшпе» ан тавлаш

Тунтикунхи канашлура культура министрĕ Светлана Каликова архивсен ĕçне йĕркелес ыйтупа сăмах илчĕ. Муниципалитет округĕсем йĕркеленине, ял тăрăхĕсем пĕтнине кура вĕсен докуменчĕсене архива упрама памалла. Анчах районсен архивĕсем резинăран мар — хăшĕсем 100% тулнă. Хушма пÿлĕмсем уйăрассине тивĕçтермелле. Тепĕр енчен, архивсенче çынсем çителĕксĕр. Хăш-пĕр районта — пĕрер кăна. Министр штатсене пысăклатма ыйтрĕ. Комсомольскинче ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тума хатĕр-мĕн — хальччен пĕр çын ĕçленĕ, тепĕр çынна йышăнаççĕ.

19 Раштав, 2022

Юрăçсене шыраççĕ

Эстрада артисчĕсен союзĕ вокал искусствинче çĕнĕ ятсем тупса палăртмашкăн «Уçă саслă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.

Пултарулăх ăмăртăвĕ дистанци мелĕпе иртĕ. Конкурсантсен ĕçĕсене Чăваш Республикин культурăпа искусство деятелĕсем, преподавательсемпе педагогсем хаклĕç. Ÿсĕме кура тăватă ушкăна пайлĕç: 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, 18-25 çулсенчисем, 25-35 çулсенчисем, 35 çултан аслăраххисем. Номинацисем: соло, ансамбль тата хор.

Pages